Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӑван çӗршывшӑн служить тăвасси — пысăк яваплӑх

Ҫакӑн пек шухӑш районти Культура çуртӗнче иртнӗ «Призывник кунӗнче» янӑрарӗ.

Мероприятие пулас ҫамрӑк салтаксем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, çывăх çыннисем, тусӗсем, вӗрентекенсем, ҫавӑн пекех, район ертӳҫисем килнӗччӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫамрӑксене граждан тивӗҫне чыслăн пурнӑҫлама сунчӗ. 

— Ҫар служби характера тата та ытларах çирӗплетме, нимрен хӑраман, чӑн-чӑн патриотсем пулма май парать, — терӗ вӑл. 

Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин Ҫӗпрел районӗнчи салтак-каччăсем республикӑра нумай ҫул хушши чи лайӑххисем пулса шутланнине, тӗрлӗ чаҫсен командирӗсенчен салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене Тав ҫырӑвӗсем килнине палӑртса иртрӗ. Вӑл призывниксене ҫак йӑласене малалла тӑсма, кӗҫӗн Тӑван çӗршывӗсене ан манччăр, тесе, час-часах килӗсене хыпарсем яма чӗнсе каларӗ. 

Призывниксене районти çар юхăмӗн ветеранӗсен организацийӗн пред-ставителӗсем Виктор Петухов тата Даниил Ефимов та саламларӗç.

Районăн мухтасибӗ Данир хазрат Шарафутдинов тата Чӑваш Çӗпрел ялӗнчи храмăн настоятелӗ, протоиерей Дмитрий Байгушев пулас салтаксене пил пачӗç. 

Районти пултарулӑх артисчӗсем сцена çине тухса юрлани, ташлани те каччăсен кӑмӑлне кайрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев