«Тутарстан кросӗ» республикӑри массӑллӑ ӑмӑртусене 2004 ҫултанпа ирттереҫҫӗ
Чупрăмăр...
Районти ҫӗнӗ йӗлтӗр базин территорийӗнче иртнӗ «Тутарстан кросӗ – 2025» республикӑри массӑллӑ ӑмӑртурсенче спорта юратакансем, ача сачӗсенче тӑрӑшакансем, шкул ачисем, студентсем, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, пенсионерсем хутшӑнчӗҫ.
Мероприяти шайӗнче, ӑмӑрту пуҫланас умӗн, ГТО комплексӗн ылтӑн паллин чи ҫамрӑк хуҫисене наградӑларӗҫ. Çакдн пек паллăна Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн вӗренекенӗсене Тимофей Кудрявцевпа Арсений Романова, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1-мӗш ача садне çӳрекенсене Динарӑпа Диляра Мавзютовсене пачӗç.
«ГТОпа 1-мӗш класа» республикӑри онлайн акцин муниципаллă тапхӑрн ҫӗнтерӳҫисене: 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренекен Максим Ахмукова, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейра вӗренекен Гаяз Мухаметшина Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнче вӗренекен Мария Унисковӑна парнесемпе грамотӑсем пачӗç.
Ӑмӑртусем вара тӗрлӗ ӳсӗмри ертӳҫӗсен хушшинче уйрӑммăн иртрӗç. Ҫавӑн пекех, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем хушшинче те чупу йӗркеленӗччӗ.
Ӑмӑрту вӗҫленнӗ май, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата Ӗҫ тӑвакан комитетӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсем, бронза, кӗмӗл тата ылтӑн медальсем пачӗҫ.
Чи ҫамрӑк хутшăнакана Михаил Явкина тата чи аслӑ хутшӑнакана Николай Хрисанова Пӗтӗм Раҫҫейри «Нацисен кросӗ – 2025» чупу кунӗнче тата «Тутарстан кросӗ – 2025» республикӑри массӑллӑ ӑмӑртусенче хутшӑннӑшӑн грамотӑсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.
Асӑннӑ мероприятие ирттерме «Малтисен юхăмӗн» Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗн Ҫӗпрел районӗнчи вырӑнти уйрӑмӗ те хастар хутшӑнчӗ.
Мероприяти шайӗнче «Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр» комплексӑн мобильлӗ лаптӑкне те йӗркеленӗччӗ, унта кӑмӑлӗ пулнисем ГТО нормативӗсене пурнӑҫлама пултарчӗç.
Аса илтеретпӗр, ГТО комплексӗ «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программи шайӗнче пурнӑҫланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев