«Тутарстан Чӑваш пики — 2025» конкурс иртрӗ
Тӗп хыпар

«Тутарстан Чӑваш пики — 2025» конкурс иртрӗ

Хусанти Халӑхсен Туслӑх Ҫуртӗнче йӑлана кӗнӗ «Тутарстан Чӑваш пики — 2025» илемлӗхпе талантсен конкурсӗн финалӗ иртрӗ.

Конкурс 2002 ҫултан пуҫласа икӗ ҫулта пӗрре иртет. Вӑл ҫамрӑксенче наци культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине упрас, патриотизм воспитанийӗ парас тӗллевлӗччӗ.

Конкурсӑн финал пайне муниципаллӑ тапхӑрсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Вӗсен наци тумӗпе тухмаллаччӗ, пултарулӑх номерӗпе, наци апат-ҫимӗҫӗн презентацийӗпе паллаштармаллаччӗ тата ӑс-хакӑл конкурсӗнче ăмăртмаллаччӗ.

Финал пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Мария Григорьева виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑнса илсе, «Тутарстан Чӑваш пики — 2025» конкурсӑн «II Вице-мисс» титула тивӗçрӗ. Саламлатпăр Марийăна, малашнехи ăнăçусем сунатпăр.


Нет комментариев