Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Туй тума 100 пин тенкӗ!

Самерхановсен ҫемйи «Çамрăк мӑшӑрсене — грантсем» проектпа ирттернӗ конкурсăн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ

Районти ЗАГС пайӗнче ҫамрӑк мӑшӑра туй парни — 100 пин тенкӗлӗх сертификат, телей уҫҫи — пачӗç.
Ильсияпа Айрат Самерхановсен юрату историйӗ Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ ҫулсенчех пуҫланнӑ.

Иккӗшӗ те аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ илеççӗ. Айрат Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне те пурнӑҫлать. Акӑ, тинех, икӗ ҫамрӑк чӗре пӗрле пурӑнма пуҫларӗҫ. 

Кӑҫал ҫулла Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе, Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви хӑйне евӗрлӗ «Çамрӑк мӑшӑрсене паракан грантсем» социаллӑ проект хута кайрӗ. Проект июлӗн 8-мӗшӗнче — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче — пуҫланчӗ. Унӑн условийӗсем тӑрӑх видеозапись хатӗрлемеллеччӗ. 

Самерхановсен юрату историйӗ: паллашусене, юратусене, йӑла-йӗркесене сӑнлакан видеозаписьсем те конкурсăн ҫӗнтерӳҫисем пулчӗҫ. Сертификата парасси те вӗсем мӑшӑрланнӑ кунпа тӳрӗ килчӗ. Ҫакӑ мероприятие тата савӑнӑҫлӑрах турӗ. Ноябрӗн 29-мӗшӗ — Тутарстан Республикин Патшалӑх Ялавӗн кунӗ те.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов:

— Сирӗн мӑшӑрланăвăр Тутарстан Патшалӑх Ялавӗн кунӗнче пулнипе те асра юлмалăх пулӗ. Пӗр-пӗриншӗн шанчӑклӑ тӗрев пулӑр. Ку грант вара — сирӗн телейлӗ пуласлӑхӑн пуҫламӑшӗ пултăр, — терӗ.
ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Шарафутдинова республикӑра ҫемьесене пулӑшас енӗпе системăллă ӗҫленине палӑртрӗ.

— Тутарстанра ҫемье никӗсӗсене ҫирӗплетме мӗнпур услови те пур. Ҫак грант та — ҫакӑн пӗр тӗслӗхӗ, — тесе, ҫамрӑксене ырӑ сунӑмӗсене пӗлтерчӗ.

Ҫӗнӗ ҫемье хӑйӗн шухăш-туйӑмӗсемпе, планӗсемпе паллаштарчӗ.

— Конкурса хутшӑнасси йывӑр пулмарӗ. Эпир вара ҫӗнтернӗшӗн питӗ савӑнтăмӑр, — терӗҫ тата вӗсем правительствӑна тав турӗҫ.

Справка

Проекта хутшӑнас тесен «ТР Услугисем 2.0» хушӑм урлӑ заявка кăна памалла. 100 пин тенкӗлӗх гранта Тутарстанра виҫӗ ҫултан кая мар пурӑнакан, ЗАГСа заявлени панӑ 18-35 ҫулсенчи мӑшӑрсем илме пултараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев