Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Троица кӗввисенче» халӑхăн йӑли-йӗрки палăрать

Районта республика шайӗнчи фестиваль 10-мӗш хут иртрӗ

Троица –   православири чи пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри. Вӑл халӑх йӑла-йӗркине кăтартса парать. 

Мӗн авалтан ҫак кун ҫуртсемпе чиркӳсен чӳречисемпе стенисене хурӑн турачӗсемпе илемлетнӗ, урайӗсене тин ҫулнӑ ешӗл курӑкпа витнӗ. Илемлетнӗ хурӑн кăшăлне те, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, шыва пӑрахнӑ. Ҫак самантра кашниех ăшӗнче хӑйӗн чи пысӑк ӗмӗтне каланă. Çавăн пекех, Троица праçникӗ ячӗпе йӗркеленӗ  «Троица кӗввисем» фестиваль тӗлне сценăна та хурăн тураттисемпе илемлетнӗччӗ.

Ҫак илемлӗ авалхи йӑла пирӗн районта пурӑнакан чӑвашсен те пур. 2016 ҫултанпа Сергий Радонежский храмӗн территорийӗнче ҫак уява халалланӑ республика шайӗнче фестиваль те иртет. 

Кӑҫал мероприятие Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов пуҫарнипе пӗлтернӗ «Куршӗ фест» халӑх конкурсӗ шайӗнче «Çӗпрел пӗрлӗхӗ: ҫемье, шанӑҫ, килӗшӳ» проекта пурнӑҫа кӗртессине халалланӑ. Уяв храмра ирхи литурги, пурте пӗрле Хӗреслӗ çул çӳрев иртнӗ хыççăн пуҫланчӗ.

Фестивалӗн хисеплӗ хӑнисем хушшинче – Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, Сергиев храмӗн настоятелӗ иерей Павел Пурлов, «Жамиг» мечӗтӗн имам-хатыйбӗ Гомар хазрат Ракипов, ҫавӑн пекех,  республикӑра пурӑнакан тата кӳршӗ регионсенчен килнӗ йышлӑ çынсем пулчӗç.

Уява уçнă вăхăтра район пуçлăхӗ Марат Гафаров фестивале пуçтарăннă халăха саламланӑ май:

– Троица ҫынсене пӗрлештерет кӑна мар, ҫывӑхлатать те вӗсене. Уяв йӑла-йӗркене упрать кӑна мар, ҫамрӑк ӑрӑва Тӑван çӗршыва, унта пурӑнакан халӑхсене юратма вӗрентет, – терӗ. Районта иртекен ҫакнашкал мероприятисем нацисен хушшинчи тӑнӑҫлӑха упранине, ӑс-хакӑл эткерлӗхне упрама вӗрентнине те палӑртса иртрӗ вӑл

Хӑнасене храмăн настоятелӗ иерей Павел Пурлов тата Гумар хазрат Ракипов уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ. Вӗсем фестивальте хутшӑнакансене ырӑ ӗҫсемшӗн тав турӗҫ, пурне те чун лӑпкӑлӑхне, Турӑ пулӑшӑвӗ тата пуҫ тӑрринчи тӑнӑҫ тӳпе сунчӗҫ.

Фестиваль награ-дӑсемпе те тулли пулчӗ. Официаллӑ пай вӑхӑтӗнче культура деятелӗсемпе хастарӗсем халӑхсен йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата сарас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн район пуҫлӑхӗн Хисеп хучӗсене илчӗҫ. Унсӑр пуҫне фестивалӗн кӗвви-юррисен юбилейне хатӗрлесе ирттерме хастар хутшӑннисене район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсемпе те палӑртрӗç.

Официаллӑ пай хыҫҫӑн, хӑнасене пуян концерт программи кӗтрӗ. Сцена ҫине Тутарстанӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ тата районти пултарулӑх коллективӗсем, çавӑн пекех Чӑваш Енри, Чăнлă тата Лайăш районӗсенчи, Пӑва, Ульяновск облаҫӗнчи тата Хусан хулинчи артистсем тухрӗҫ. Ятарлӑ хӑнасем – Мускав хулинчен килнӗ «СТОГЛАВ» Вырӑс культура центрӗ – уйрăмах уявăн илемӗ пулса тăчӗ. Вӗсен юрринче ӑс-хакӑл юррисем те, халӑх кӗввисем те янӑрарӗҫ. Сцена ҫинче театрализациленӗ представленисем пулчӗç. 

Фестивалӗн терри-торийӗнче мӗнпур кӑмӑл тӑвакансем валли тематика площадкисем те ӗҫлерӗç. Фестивале курма килнисем декоративлӑ-прикладной искусствин экспозицийӗпе паллашма, ярмӑрккӑра алӑпа ӑсталанӑ хӑйне евӗрлӗ япаласем туянма, ҫавӑн пекех, пуç кӑшӑлӗсемпе кавирсем ҫыхас енӗпе мастер класӗсене курма пултарчӗҫ. Пӗчӗккисем валли халӑх вӑййисемпе вӑйӑ-кулӑллӑ уйрӑм интерактивлӑ зона хатӗрленӗччӗ. Çаплах, храмăн территорийӗнче поварсем хатӗрленӗ тутлӑ пӑтăпа сăйланма та май пулчӗ. 

Мероприяти Ҫӗпрел районӗнче хӑйсен йăх-несӗл тымарӗсене парӑнса пурӑнакан халӑхсем пуррине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. Авалхи юрӑсемпе ташӑсем хальхи юрӑсемпе ылмашăнса пычӗç, юрă-кӗвӗ тата савӑнӑҫлӑ сасӑсем йӗри-тавралăха илтӗнсе тăчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев