Тӗп тивӗç — вӑрмансене сыхласси
Районта вăрман пӗтӗмӗшле территорийӗн 2 процентне йышăнса тăрать
ТР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ильгизар Зарипов Ҫӗпрел районӗнче вӑрмансенчи пушар хăрушлăхӗн сезонне хатӗрленес ыйтусемпе канашлу ирттерчӗ.
Мероприятире муниципаллă районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, «Пӑва лесничествин» учрежденийӗн ертӳҫи-лесничийӗ Ильнар Гатауллин, ҫавӑн пекех, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе учрежденисен ертӳҫисем хутшӑнчӗç.
Ильнар Гатауллин иртнӗ çул вӑрмансене сыхлас тата ҫӗнетес енӗпе пурнăçланă ӗçсем ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ, çавӑн пекех, Ҫӗпрел районӗшӗн малашнехи тапхӑр валли приоритетлӑ тӗллевсене палӑртрӗ.
Сӳтсе явнӑ вӑхӑтра пушар сезонне хатӗрленмелли плана, пушарпа ҫӑлав чаҫӗсен тата право сыхлав органӗсен представителӗсемпе, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесси çинчен те сăмах пычӗ.
Министр çумӗ учрежденисен ӗҫне лайӑх хак пачӗ. Ҫӗпрел районӗн хăйне евӗрлӗхӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
— Районта вӑрман пӗтӗмӗшле территорийӗн 2 процентне кӑна йышӑнса тăрать, çапах та, «Пӳрт пӗчӗк е пысӑк ӗç пурпӗрех çавах», — тесе, палӑртнӑ планпа килӗшӳллӗн, ӗҫ-хӗле малалла илсе пыма кирлине те палăртса иртрӗ Ильгизар Зарипов.
— Район кӳршӗри облаҫсемпе чикӗленнипе те пысӑк тимлӗх ыйтать, — терӗ вӑл.
— Пирӗн тӗп тивӗç — вӑрмансене пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси. 2025 ҫулта та ӗҫ хӑвӑртлӑхне ан чакарăр, — тесе палӑртрӗ Ильгизар Зарипов.
Мероприятие вӗҫленнӗ май, Тутарстан Республикин Вӑрман хуҫалӑхӗн тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн вăрманçăна Анатолий Иванова Хисеп грамоти пачӗç.
Тавралӑх ешерӗ
Вӑрмансене сыхлас, вӗсен территорине анлӑлатас тӗллевпе тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа Çӗнӗ Кахăрлă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулăн паркӗнче 80 ҫамрӑк йывӑҫ лартрӗç.
Мероприятире Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов, шкул директорӗ Шамиль Абдрахманов ертсе пынипе вӗрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев