Тӳлевсем ӳсрӗҫ
Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тăвакан граждансене тӳлевсене 2,9 миллион тенкӗ таран ӳстернӗ, ку вара ҫӗршыври чи пысӑк тӳлевсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ тӳлев икӗ пайран тӑрать: Тутарстан бюджетӗнчен 2,5 миллион тенкӗ парăнать, 400 пин тенкине вара министерство уйӑрать.
Унсӑр пуҫне, шӑпах Тутарстанра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем валли 3 пине яхӑн пулӑшу мери ӗҫлет.
Раҫҫейре ҫарсен ҫӗнӗ тӗсӗ – пилотсӑр системăсен ҫарӗсем – пулса кайни ҫинчен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Çакă паянхи кун чи актуаллӑ, хальхи ҫар направленийӗ!
Пилотсăр системăсен çарне контрактпа службăна каяс текенсем валли уйрăм хӗрӳ лини уçнă. Кун валли 117 номерпе шăнкăравламалла та 4 цифра çине пусмалла. Енчен те кандидат пуçламăш параметрсем енӗпе пилотсăр системăсен çарӗсенче служить тăвас енӗпе тӳрӗ килет пулсан, унăн контакт даннăйӗсене специалиста суйласа илес енӗпе пункта параççӗ.
РФ Оборона министерствипе Тутарстан Республикинче контракт мӗнле çырмаллине, тӳлевсемпе çăмăллăхсем çинчен http://heroes-tatarstan.ru сайтра, Контрактлă çара (1-мӗш разрядлине) суйласа илекен пункта (Хусан хули, Аэропортовская урамӗ, 1/40 çурт) килсе е (843)221-44-52 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.
Урăх регионсенчен 8-800-222-59-00 е регионсем хушшинчи кол-центра 117 номерпе шăнкăравламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев