Тирпей-илем правилисене пӑсакансене – пысӑк штрафсем
Кун пулăмӗпе
Çулталӑк пуҫланнӑранпа тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пăснăшăн Çӗпрел çиннисен тӗлӗшпе 19 протокол ҫырнӑ.
Тутарстан Республикин Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 3.6 статйипе килӗшӳллӗн, ҫак правилӑна пурнăçламаншăн граждансене 2 000 тенкӗрен пуҫласа 3500 тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене – 15 000 тенкӗрен пуҫласа 30 000 тенкӗ таран, юридици сӑпачӗсене 200 000 тенкӗрен пуҫласа 500 000 тенкӗ таран административлӑ штраф парăнать. Енчен те ҫулталӑк хушшинче тирпей-илем кӗртес правилăна пӑснине тӳрлетме нимӗнле мера та йышăнмасан граждансене каллех 3 500 тенкӗрен пуҫласа 5 000 тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене – 30 000 тенкӗрен пуҫласа 50 000 тенкӗ таран, юридици сӑпачӗсене – 500 000 тенкӗрен пуҫласа 1 000 000 тенкӗ таран штраф хывӗç.
Правилӑсемпе килӗшӳллӗн, пӗтӗмӗшле усӑ курмалли территорире, ҫулсем ҫинче строительство материалӗсене, продукцие, ҫав шутра улӑм, утӑ пек выльăх апатне, тислӗкне, ҫӳп-ҫап пăрахма чараҫҫӗ. Шӑрӑх, типӗ, ҫиллӗ ҫанталӑкра, ҫавӑн пекех пушара хирӗҫле ятарлӑ режим кӗртнӗ тапхӑрта ял территорийӗнче йӑлари каяшсене, типӗ ҫулҫӑсене, йывăç материалсене ҫунтарма юрамасть. Тротуарсем, газонсем, çине контейнерсемпе бункерсене вырнаҫтарма та юрамасть. Рекреациллӗ, шыв сыхлавӗн зонисене, ҫыран хӗрринчи сыхлав территорийӗсене, шыва ҫӳп-ҫап пӑрахакана та административлӑ наказани парăнать. Пӗтӗмӗшле илсен, закон ҫын сывлӑхне тата тавралӑха сиен кӳрекен ӗҫсене тума чарать.
Кил-çурт ҫывӑхӗнче, ҫавӑн пекех, транспорта ҫума, тиевлӗ автомобильсене упрама, контейнер площадкисем патне пымалли ҫулсене хуплама, территорие хӳмепе карталама, пӗтӗмӗшле усӑ куракан вырӑнсенче хăв пӗлнӗ пек сооруженисем тума, вӗсене металпа, строительство каяшӗсемпе тата ытти ҫӳп-ҫаппа тултарма, каяш шывӗсене урама юхтарма юрамасть. Ҫавӑн пекех, тивӗҫлӗ документсемсӗр автотранспорт валли тӳлевлӗ стоянка йӗркелеме чараҫҫӗ. Ялсенчи тирпей-илем объекчӗсене, пӗчӗк архитектура формисене, симӗс лаптӑксене сиенлетнӗшӗн административлӑ наказани парӗç, – тесе пӗлтерет районти Ӗҫ тӑвакан комитет ҫумӗнче ӗçлекен административлӑ комисси.
Ҫак кунсенче административлӑ комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, административлӑ комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ертсе пычӗ. Лару ӗҫне Ҫӗпрел районӗн прокурорӗн ҫумӗ Дмитрий Зиновьев тата комисси членӗсем хутшӑнчӗҫ.
Кун йӗркинче – Тутарстан Республикин административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 3.6 статйи енӗпе административлӑ йӗркене пӑснă ӗҫсене пӑхса тухрӗç.
Ытларах Алешкин-Саплăк тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗсенчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсене тасатманнине тишкернӗ. Унсӑр пуҫне, комисси уйрӑм ҫынсем апат-ҫимӗҫ продукцийӗпе санкцилемен суту-илӳ тунӑ тӗслӗхсене пӑхса тухрӗ. Йӗркене пӑснӑ кашни факт енӗпе тивӗҫлӗ йышӑнусем турӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев