Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тимлӗх кашнинех ҫитет

2025 ҫулта 7626 Ҫӗпрел çынни район халӑхне социаллӑ хӳтлӗх паракан пай урлӑ социаллӑ пулӑшу илнӗ

Республикӑра пурӑнакан çынсенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ социаллӑ хӳтлӗх органӗсем урлӑ иртет. Пирӗн районта халӑха социаллӑ хӳтлӗх парас ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Организацийӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетӳ тăвас, кӑҫалхи плансене палӑртас енӗпе районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрăмăн пуҫлӑхӗпе Лилия Ракиповапа курса калаçрăмăр.

– Лилия Рафагатовна, район халӑхне социаллӑ хӳтлӗх парас системăн ӗҫӗ-хӗлпе кăштах паллаштарса иртсемӗрччӗ...

– Районти социаллӑ хӳтлӗх паракан системăн социаллӑ хӳтлӗх пайӗ, ачасемпе ҫамрӑксен « Ăшӑ ҫурт» социаллӑ приют, «Пăшăрхану» халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр, республикӑри пурлӑх пулӑшӑвӗн центрӗн 18-мӗш пайӗ урлă пурнăçланать. 
Граждансен пурнӑҫ шайне ӳстерес тӗллевпе районта халӑха социаллӑ хӳтлӗх памалли мерӑсен системи ӗҫлет. Ҫавна май, 2025 ҫулта районта 7626 ҫын социаллӑ пулӑшу илнӗ. Ҫак тӗллевпе 53 миллион тенкӗ укçа уйӑрнӑ.

Пӗтӗмлетсе каласан, районта пурӑнакансенчен кашнине, ҫемьесене тимлӗхе илме тӑрӑшатпӑр. Иртнӗ çул Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкӗн шайӗнчи приоритетлӑ ҫул-йӗрсенчен пӗри ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси пулчӗ. «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси малалла пычӗ. Ҫавӑн пекех «Демографи» наци проектне пурнӑҫланӑ май, районта ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан, 25 ҫула ҫитмен пӗрремӗш ача ҫуратнӑ 29 хӗрарӑма 50-шар пин тенкӗ, 29 ҫула ҫитмен кашни виҫҫӗмӗш ачашӑн тата ун хыҫҫӑнхи ачашӑн 7 хӗрарӑма 100-шер пин тенкӗ тӳленӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем тӗп тимлӗхре. 18 ҫула ҫитмен ҫар ҫыннисен кашни ачи валли пӗр хутчен парӑнакан 20 пин тенкӗ укҫа тӳлеҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӗр хутчен паракан тӳлевсене 171 ачана палӑртнӑ.

Ачаллӑ ҫемьесем социаллӑ пулӑшу памалли тӗрлӗ мерăсемпе усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, виҫӗ ҫула ҫитмен ачасене тухтӑрсен рецепчӗсемпе ятарлӑ сӗт-ҫу продукчӗсемпе тата хутӑшсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтерес енӗпе тата ӑна йӗркелемелли тӑкаксене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес енӗпе 2025 ҫул хушшинче 28 справка панӑ, 28 ачана эмел туянма 10-шар пин тенкӗ тӳленӗ. Çемьере тин ҫуралнӑ ача валли кирлӗ пулнă комплекта илмелли правăна палӑртмашкăн 15 ҫемьене справка панӑ. Ҫак тӳлевсене, пособисене ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑшăн пурӑнмалли минимумӗнчен иртмен ҫемьесене палӑртаҫҫӗ.

Шкул ҫулне ҫитичченхи çутӗç учрежденийӗсенче ачисем пулнă ашшӗ-амӑшӗн тӳлевӗн пӗр пайне компенсацилес енӗпе 281 заявлени панă ҫемьене 1 миллион тенкӗ те 900 пин тенкӗлӗх компенсаци тӳлевӗсем тӳленӗ. 18 ҫула ҫитмен пилӗк е ытларах ачаллӑ, пӗр ачи инвалид ача е ашшӗ-амӑшӗнчен пӗри инвалид пулнă  1 çемьене уйӑхсерен паракан пособие палӑртнӑ.
2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 17 тӑлӑх ачана 1736,5 пин тенкӗлӗх социаллӑ пулӑшу мерисем панӑ. 

– Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Тутарстанра «Çемье» наци проекчӗ ӗҫлет. Ку енӗпе пирӗн районта мӗнле ӗҫсем пыраҫҫӗ?  

– «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пуҫарнипе Тутарстанра кăнтăрлахи уйрăмра вӗренекен тата йывӑр ҫын пулнипе учета тӑнӑ хӗрарӑмсем валли республикӑри социаллӑ пулӑшу памалли ҫӗнӗ мера палӑртнӑ. Пӗр хутчен парӑнакан тӳлев виҫи 100 пин тенкӗпе танлашать.

Заявлени ҫыраканӑн Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ тата унăн яланхи регистрациленнӗ вырӑнӗ Тутарстан Республикинче пулмалла, ҫавӑн пекех, республика территорийӗнчи вӗренӳ учрежденийӗнче кăнтăрлахи уйрăмра вӗренмелле. Çав вăхăтрах тӳлеве 2025 ҫулхи январӗн1-мӗшӗ хыҫҫӑн йывӑр ҫын пулнипе учета тӑнисем ҫеҫ тӳлев илме пултарӗҫ. Заявление пурӑнакан вырӑнти республикӑри пурлӑх пулӑшӑвӗн центрне йывӑр ҫын пулнӑ хыççăн 12-мӗш эрниччен пуҫласа, анчах ача ҫуратмалли кунран кая юлмасӑр пама пулать.

Республикӑра «Çемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче ачасене вӗрентмелли тӑкаксене компенсацилес тӗллевпе нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн пулăшу мери вăйра тăрать. Унпа килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ҫемьен вӗренӳ тӑкакӗсене 30 процент чухлӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун валли очный формăпа пӗлӳ илессишӗн çутӗç организацийӗпе договор тумалла. Тӳлевсене 23 ҫула ҫитнӗ е ҫулӗ ҫитменнисен ашшӗ-амӑшӗсенчен (усрава илекенсенчен) пӗрне параҫҫӗ.

– Чирлӗ, ватӑ çынсене мӗнле пулӑшу парăнать?

– Паянхи куна районти 237 ватӑ ҫынна 40 социаллӑ ӗҫчен пулӑшу парать. Социаллӑ пулӑшу илекен 115 ҫынна вӑрах вӑхӑтлӑх пулăшу памалли системăна кӗртнӗ (I степень – 88 ҫын, II степень – 22 ҫын, III степень – 5 ҫын). Вӑрах вӑхӑтлӑх пулăшу памалли система вӑл – ведомствӑсен хушшинчи хутшӑнӑва тӗпе хурса пулăшу кирлӗ пулнă граждансене социаллӑ, медицина тата реабилитаци пулӑшӑвӗсем йӗркелемелли тата памалли мерăсем.

2025 ҫулта 88 ҫынна нушаллӑ ҫынсене пӑхмалли, вăтам реабилитаци хатӗрӗсемпе усӑ курмалли тӗп меслетсене вӗрентнӗ, консультаци панă. Ҫулталӑк хушшинче «Сиделка» технологипе хӑйне хӑй пӑхас пултарулӑха пӗтӗмпех ҫухатнӑ 4 мӑн ҫынна пӑхса тӑнӑ.

– Ӑнӑҫсӑр ҫемьесемпе ӗҫлемелли меслетсене мӗнле лартнӑ?

– Ӑнӑҫсӑр ҫемьесемпе ӗçлес ӗҫре консультаци, психологи, педагогика, социаллӑ, мораль пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Социаллӑ хӑрушлӑх ушкӑнӗнчи пур ҫемьесем патне те ҫемьепе ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑмӑн участокри специалисчӗсем, районти профилактика системин субъекчӗсен представителӗсем уйӑхсерен кайса ҫӳреҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе тата ачисемпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, санитарипе гигиена условийӗсене пӑхӑнасси, ашшӗ-амӑшӗсене эрех-сӑраран сипленме чӗнесси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелесси, ашшӗ-амӑшне ҫамрӑксене уроксем хыççăн ӗҫе вырнаҫтарасси пирки калаҫусем ирттереҫҫӗ. 2025 ҫулта ҫакӑн пек ведомствӑсен хушшинчи 77 рейд йӗркеленӗ. Рейдсем вӑхӑтӗнче 89 ҫемьере пулнă, вӗсенче 220 ача ҫитӗнет. 
2025 ҫул хушшинче  ăнӑҫсӑр ҫемьесене тупса палӑртмалли мероприятисене ирттернӗ май, виҫӗ ҫӗнӗ ҫемьене, ведомствӑсен хушшинчи учета илнӗ, вӗсенче 11 ача ҫитӗнет. Ҫак тапхӑртах ведомствӑсен хушшинчи профилактика учетӗнчен 7 ҫемьене кӑларнӑ.

– Социаллӑ контракт пулăшăвӗ пирки те уҫӑмлатас килет.

– Социаллӑ контракт вӑл – ӗҫ вырӑнӗ, предприниматель ӗҫӗ-хӗлне е харпăр хăй ӗçне йӗркелеме, уйрăм хушма хуҫалӑх тытса пыма, пӗр сӑмахпа каласан, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва ҫӗнтерме пулӑшакан мера.

Пӗр хутчен парӑнакан тӳлев виҫине социаллӑ адаптаци программин мероприятийӗсене шута илсе палӑртаҫҫӗ. Сӑмахран, уйрăм хушма хуҫалӑха тытса пыма 200 пин тенкӗ, индивидуаллă предприниматель ӗҫне пурнӑҫлама – 350 пин, ӗҫе вырнаҫмалли укҫа-тенкӗпе уйăхсерен 4 хут 17 547 тенкӗ укçа уйăрса парăнать.

2025 ҫулта Ҫӗпрел районӗнче ҫакӑн пек 48 çын социаллӑ контракт тунӑ. Ҫакӑн пек майпа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫапла вара, иртнӗ çул районти икӗ ҫынна уйрӑм предприниматель ӗҫне пуçăнас енӗпе патшалӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗ панӑ. Вӗсенчен пӗри уйрăм предприниматель ӗçӗ-хӗлне пуçласа ярса, паянхи кун ăнăçлă ӗçлесе тăрать.
Социаллӑ контракт программипе усӑ курас текенсен, пӗтӗмӗшле илсен, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ район çыннисене центра килме ыйтатпăр. Пӗрле проблемăсене татса парас енӗпе çул-йӗрсене шырӑпӑр, ӑнлантарӑпӑр, канаш парăпăр.

– Калаҫнӑшӑн тавтапуҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев