Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тавралӑх илемӗ хамӑртан килет

Экологи

Тутарстанра санитарипе экологи икӗ уйӑхлӑхӗ пуҫланчӗ.

Республика пӗлтерӗшлӗ мероприятие апрель пуҫламӑшӗнче старт пачӗç, вӑл июнӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.

Икӗ уйӑхлӑх шайӗнче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ҫумӗнче ӗçлекен административлӑ комисси членӗсене рейдсем йӗркелӗç, йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырӗç. Ҫавна май ятарлӑ ӗҫ планне те çирӗплетнӗ. Кун пирки районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, административлӑ комиссийӗн пуçлăхӗ Рустам Мухаметзянов пӗлтерчӗ.

Ҫак кунсенче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн зданийӗнче санитарин икӗ уйӑхлӑхӗн шайӗнче административлӑ комиссийӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унта ял тăрăхӗн правилисене пӑснӑ уйрӑм ҫынсен ӗҫӗсене пӑхса тухса, пӗтӗмлетӳсем турӗç. 
Йӗркене пӑсакансем хушшинче ытларах чухне ҫӳп-ҫапа ятарлӑ контейнера мар, ун таврашне пăрахса хăваракансем, ҫавӑн пекех, строительство материалӗсене тивӗçлӗ пулман вырӑнсене хуракансем пулаҫҫӗ. 

Комиссийӗн ларӑвӗнче строительство материалӗсене упрамашкăн ял тӑрӑхӗнчен справка илме кирлине аса илтерсе хăварчӗç. Урӑхла каласан, пӗр-пӗр ҫурт хуҫи строительство ӗҫӗсем ирттерме палӑртать пулсан, кирлӗ материалсене кил умӗнче е урам енче упрама ял тӑрӑхӗнчен справка илмелле. Çакăн пек справкӑсене 6 уйӑха параҫҫӗ. Кун пек чухне кил хуҫи законпа хӳтӗленнӗ, йӗркене пӑсакан пулса та шутланмасть.

Административлӑ комиссийӗн пуçлăхӗ Рустам Мухаметзянов санитарипе экологи икӗ уйӑхлӑхӗ мӗнле пынине районти тӗрӗслев органӗсем сӑнаса тӑрассине пӗлтерчӗ. Тирпей-илем кӗртес тата тасатас ӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламасан административлӑ яваплӑх пӑхса хӑварнӑ. Штраф виҫи – 2000 тенкӗрен пуҫласа 3500 тенкӗ таран. Çулталӑк хушшинче административлӑ йӗркене тепӗр хут пӑссан вара, штрафсен сумми икӗ хут ӳсӗ. 

Тавралӑх тасалӑхӗ, илемӗ чи малтан хамӑршӑн кирлӗ. Ҫавӑнпа ҫӳпӗлер мар, правилӑсене пӑсмасăр, тавралăха илем кӳрсе пурӑнар!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев