Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тăваньел ялӗнче Астăвăм мемориалне уçрӗç

Астăвăм — ӗмӗрлӗхе!

Тăваньел ялӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуç хунисене халалласа Астăвăм мемориалне уҫрӗç.

Ял варринче вырнаҫнӑ Астăвăм площадки çак тăрăхра ҫуралса ӳснӗ пилӗк ентешӗмӗре: Игорь Иванова, Алексей Борисова, Сергей Горбунова, Геннадий Ильина, Андриян Мышова халăх асӗнче ӗмӗрлӗхе хӑварчӗ. Мероприяти митингпа пуçланчӗ, унта ялта пурӑнакансем, район ертӳҫисем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, пуç хунисен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, шкул ачисем, юнармеецсем хутшăнчӗç.

Астăвăм мемориалӗ тăвас ӗçре Тăваньел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫар юхăмӗсен ветеранӗ, полици прапорщикӗ Александр Аббазов пуçаруçă пулса тăрать. Вăл Ульяновскра пурӑнать, ҫар ҫыннисемпе яланах ҫыхӑнура тăрать. 

— «Герой пулса ҫуралмаҫҫӗ, герой пулса тӑраҫҫӗ», текен каларӑш пур. Пирӗн пӗчӗк кăна ялтан тухнӑ ҫакӑн пек ырă чӗреллӗ, паттӑр каччăсем пурришӗн мӑнаҫланатпӑр, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен умӗнче пуҫ таятпӑр. Хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр вӗсем пирӗн ҫутӑ малашлӑхшӑн пурнӑҫӗсене пачӗç, ӗмӗр-ӗмӗр мухтав вӗсене! — тесе палӑртрӗ вӑл митинг вӑхӑтӗнче.

Александр Валерьевича Астăвăм мемориалне тума ял-йыш, тусӗсем, пӗр класра вӗренекенсем пулӑшаҫҫӗ. Мемориала йӗркелекенсене: Александр Аббазова, Андрей Батанова, Рамиль Гафурова, Эдуард Зарипова, Виктор Ильина мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе чысларӗҫ. Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов мероприятие хутшӑнакансене чӗнсе каланӑ май: 

— Паянхи кун тăнăç пурнăçра пурăнса, ӗҫлеме пултарнăшăн эпир ҫар ҫыннисене тивӗҫлӗ пулатпăр. Ҫӗршывӑмӑрӑн пӗрлӗхне, тӑнӑҫлăхне хӳтӗлекен ентешӗмӗрсене ӗмӗр-ӗмӗр чыс тата мухтав! — терӗ.
Мероприятире пуç хунă паттӑрсен тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем тухса калаҫрӗҫ. Паттӑрсен ячӗпе шӑплӑх минучӗ пӗлтерчӗҫ, чечексем çыххисем хучӗҫ.

Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхне сăвă йӗркисем урлă палӑртрӗҫ. 

Тăваньел ялӗнче уçăлнă ҫак Астăвăм мемориалӗ историе аса илмелли, хамӑр ентешсен ҫутӑ асаилӗвне хисеп тумалли вырăн пулса тăрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев