Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тăван çӗршывшăн служить тăвасси – таса тивӗç

Районти каччăсен пӗрремӗш ушкӑнӗ ҫар службине кайрӗ

Çар службине каякан каччăсене  чаплăн ăсатасси – Çӗпрелӗнче тахçанпа пыракан илемлӗ традици. Вăл ентешӗмӗр, СССР авиаци промышленноçӗн  министрӗ Петр Дементьев ячӗллӗ паркра иртет.

Ҫурхи призывра пирӗн районтан 30 яхӑн каччă салтак пиҫиххийӗсене ҫыхӗҫ. Матак ялӗнчен Николай Акимов, Кивӗ Шемӗршелӗнчен – Ильяс Вахитов, Кӗçӗн Аксуран Александр Абросимов  пӗрремӗш призывниксем пулчӗç.

Каччăсене ӑсатма районти ертӳçӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килнӗччӗ.

– Ҫар вӑл – пурнӑҫ шкулӗ. Сире Çӗпрел чысне тивӗҫлипе хӳтӗлеме сунатӑп. Хӑвӑр ҫӗршывӑрпа, аҫӑр-аннӗрпе мӑнаҫланӑр, хыпарсем пӗлтерсе тăрăр, ырӑ ҫул, сире, каччăсем, – тесе чӗнсе каларӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов.

Каччăсен кăмăлӗ çӗкленӳллӗ. Кӗҫӗн Аксу ялӗнчи Александр Абросимов аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче специальность илнӗ, ҫара та ҫитӗнсе ҫитнӗ каччă пулнă май, служить тума каять.

– Вӑхӑт хӑвӑрт иртӗ. Служба ҫӑмӑл мар, анчах чӑтӑмлӑ пулӑр. Кӗтӗпӗр, – тесе сунăмӗсене пӗлтерчӗç ӑна ашшӗпе амӑшӗ. Каччӑн ашшӗ, Александр Абросимов та, икӗ ҫул ҫарта пулнӑ, Эстонире службăра тӑнӑ. 

– Эпир çемьере ҫичӗ ывăл ӳсрӗмӗр, эпир пурте ҫарта пулнӑ, Польшӑра, Германире, ытти ҫӗршывсенче службӑра тӑнӑ. Ывӑлăмăр та пирӗн шанӑҫа тӳрре кӑларӗ тесе шутлатпăр, – терӗ вӑл.

Кивӗ Шемӗршелӗнчи Ильяс Вахитов медицина пӗлӗвне илнӗ, районти фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗҫ ҫулне пуҫласа янă.

 – Тӑван çӗршывшăн служить туни – сӑваплӑ ӗç. Пӗр ҫулталăкран каялла  таврӑнăпăр, – тет Ильяс.

Матак ялӗн каччи Николай Акимов нумай ачаллă ҫемьере çуралса ӳснӗ. «Ҫар службине те вӑхӑтра кайса килмелле», – тет.
Вӑхӑт шутлă. Каччăсем автобус çине ларса,  Хусанти сборнӑй пункта çул тытрӗç. Салтак служби вара, вӗсене йывăрлăхсане парăнмасăр тата каялла чакмасăр, малашлăха лартнă тӗллевсене пурнăçлама вӗренттӗр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев