Тăван чĕлхепе юратса калаçар
Тăван чӗлхе кунӗ
Февралӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ. Тӗнчере миҫе тӗрлӗ кӑна чӗлхе ҫук пуль? Кашни ҫыннӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Вӑл уншӑн чи ҫывӑххи, чи хакли пулса тӑрать.
Пирӗншӗн чи хаклӑ чӗлхе вӑл – чӑваш чӗлхи. Чӑваш чӗлхи – питӗ пуян та илемлӗ чӗлхе. Тӑван чӗлхе – вӑл пирӗн чӑвашлӑх, пирӗн ӑрулӑх, пирӗн асатте-асаннесен чӗлхи, сумлӑ та телейлӗ малашлӑх. Чӑвашлӑх вӑл – чӑваш халӑхӗн ытарайми тумӗ, тӗрри, чунтан ҫырнӑ сӑввисем, ҫепӗҫҫӗн шӑрантарса юрлакан юррипе илемлӗ ташшисем. Тӑван чӗлхепе эпир мӗн пӗчӗкренех пупленӗ. Тӑван чӗлхепе эпир хамӑрӑн шухӑш-туйӑма уҫатпӑр, кӑмӑла ҫӗклетпӗр. Тӑван чӗлхе урлӑ эпир хамӑрӑн культурӑна вӗренетпӗр, йӑла-йӗркесене тишкерсе ӑнланатпӑр.
«Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», – тесе каланӑ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Я.Яковлев. Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ. «Тӑван чӗлхе — халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе – халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ», – тенӗ Г.Н.Волков ӑсчах та.
Çак датăна чӗлхе тата культура тӗрлӗ енӗсене хӳтӗлес тӗллевпе паллӑ тӑваҫҫӗ. Тăван чӗлхене упраса – сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашнин тивӗçӗ. Апла пулсан, тăван чӗлхепе юратса, савăнсах калаçар, чăваш юррисене те киленсех юрлар.
Тӑван чӗлхене упраса хӑварар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев