Тав сӑмахӗ
Подписка – 2026
Хаҫата 2026 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗ валли ҫырӑнтармалли кампани вӗҫленчӗ.
Юлашки ҫулсенче пичет кӑларӑмӗсене ҫырăнтару ҫав тери йывӑрланчӗ.
Иккӗмӗш ҫур ҫулта та эпир юратнӑ хаҫатпа пӗрле юлнӑ 1756 хаçат вулаканăмăра тав тӑватпӑр.
Тавах Сире, хисеплӗ вулаканăмăрсем, пире ӑнланнӑшӑн, пирӗнпе юлнӑшӑн. Район хаҫатне ҫырӑнма пулӑшнӑ ертӳҫӗсене те тав сӑмахӗ калас килет. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пулӑшни, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ каччăсен ҫемйисене хаçат çырăнса пачӗç. Ҫавӑн пекех, çак ырă ӗçе хутшăннă «Цильна» общество ертӳҫине Барис Аппаувич Гафурова (Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакансем валли 150 экземпляр хаҫат ҫырăнчӗ), «Чистополье» холдинг ертӳçисене, районти тӗп больницӑн тӗп врач Иосиф Кукушкина тата ӗҫ коллективне, отрасль технологийӗсен техникумӗн директорне Валерий Лухманова тата ӗҫ коллективне, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн директорне Ильназ Калимуллина тата ӗç коллективне, Чӑваш Паснапуç ача сачӗ-пуҫламӑш шкулăн директорне Галина Кудряшована тата ӗҫ коллективне, районти централизациленӗ библиотекăсен системин тытӑмӗн ертӳҫине Гульфия Яфизована тата мӗнпур библиотекарьсене, культурӑпа çутӗç ӗҫченӗсене пурне те тав тӑватпӑр. Хаҫата ҫырӑнтарнӑ вăхăтра пирӗнпе пӗрле пулнӑ мӗнпур почтальонăмăрсене, организацисемпе предприятисен, ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисене, пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр.
Ҫуллахи чӑрмавсене пула, «Туган як» тата «Таван ен» хаҫатсене ҫырӑнма ӗлкӗреймен пулсан, почта уйрӑмӗсем, почтальонсем урлă çырăнма пулать. Август уйӑхӗнчен хаҫат сирӗн килӗре килме пуçлӗ.
Гулия Фаизова,
«ТАТМЕДИАа» АО «Ҫӗпрел-информ» филиалӗн ертӳҫи-тӗп редакторӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев