Шыв-шур хӗрринче асăрхануллă пул!
Хăрушсăрлăх
Ҫӗпрел районӗнчи пӗр искусственнӑй шыв-шур та шыва кӗмелли нормӑсене тивӗҫтермест.
Тимлӗхе илнӗ пулсан, шыв-шур хӗррисенче «Шыва кӗме юрамасть!» тесе асӑрхаттараса çырнă табличкăсем те вырнаçтарнă.
Ҫу пуҫлансан республикӑра шыв-шурсенче инкеклӗ тӗслӗхсем палӑрма пуҫларӗç. Трагедисен тӗп сӑлтавӗ – ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӗрӗслесе тӑманни, юраман вырӑнсенче шыва кӗни.
Инкексене сирес тӗллевпе Раҫҫей Шалт ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи пайӗ шыва кӗнӗ чухне асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерет.
Хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулнӑ хыҫҫӑн шыва кӗрсен шӑнӑр туртни пулма пултарать. Шывра вӑрах ишнине пула та ал-урана шӑнӑр туртса лартма, сывлама йывăрланма, тӑна ҫухатма пулать.
Кампа та пулсан инкек сиксе тухнине курсан, кӗсье телефонӗпе «01» е 112 номерпе шӑнкӑравламалла. Шыва кӗрес килет пулсан вара, чи лайăххи – бассейна кайса ишни.
Ҫакна та ан манӑр: тивӗçлипе оборудованилемен шыв-шурсенче шыва кӗнӗшӗн штраф тӳлеттерме те пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев