Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Шыв çитмест...

Районта шывпа çыхăннă лару-тӑру çивӗч пулса юлать

Çу уйӑхӗсенче шыв ҫитменни пӗр кăткăслăх пулнӑ пулсан, кӗркунне ҫитнӗ ӗнтӗ, шӑрӑх лӑпланнӑ, шыв çитменнин проблеми малалла пырать. Уйрӑмах Кивӗ тата Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗсенче пурӑнакансем шывсӑр нушаланаççӗ.

Кун пирки район администрацине те ыйтса ҫыраҫҫӗ, шывпа тивӗçтерес енӗпе яваплӑ «Прогресс» организацин «Телеграмма» каналӗнче вара район ҫыннисем кулленех пăшăрханса ҫыраҫҫӗ: «Шыв хӑҫан пулать?».

Организацийӗн ертӳҫи Евгений Иванцов шыв ҫитменнине пӗтерес тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ, тет.

– Иртнӗ хӗл юрсӑр, ӑшӑ пулчӗ. Ҫуркуннепе ҫулла ҫумӑр ҫителӗклӗ ҫуман. Кӗркуннене кӗтӗмӗр, хӑвӑрах куратӑр, ҫумӑр ҫук. Район халӑхне шывпа тивӗҫтермелли тӗп ҫӑлкуҫ пулса ҫӑлкуҫсемпе ҫӗр айӗнчи шывсем шутланаҫҫӗ, шыв башнисем тӑпрара 85-90% нӳрӗк пулнипе туллиленеҫҫӗ. Шыв ҫитменни пур ҫӗрте те палӑрать.  Ҫӑлсенче шыв ҫук. Паллах, пирӗн тӗп тӗллев – ял ҫыннисемпе организацисене пӗр чарӑнмасӑр шывпа тивӗҫтересси, анчах ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн йӗрки. Насуссем тулли хӑватпа ӗҫлеҫҫӗ, шыв пӑрӑхӗсене те ҫӗнетрӗмӗр, – тесе каласа парать ертӳҫӗ. Евгений Иванцов халӑха «Телеграмма» канал урлă районта пурӑнакансене шывпа типтерлӗ усӑ курма чӗнсе каларӗ.

«Прогресс» предприяти халӑха шывпа тивӗҫтерес тесе май пур таран тӑрӑшать. Анчах та ҫӗр айӗнчи шывсем туллин пуличченех лару-тӑру йывӑрланса юлӗ. Ҫавӑнпа шывпа усӑ курнӑ чухне типтерлӗ курма ыйтатпӑр. Шӑматкунсемпе вырсарникунсенче, халӑх шыв нумай усӑ курнӑ тапхӑр валли, маларах хатӗресе хума сӗнетпӗр. Апат пӗҫерме, ӗҫме малтанах шыв хатӗрлӗр. Мунча тата ваннӑсенчи шыв резервуарӗсене тултарса хурăр. Ҫавӑн пекех, кӗпе-йӗм ҫумалли машинӑсене канмалли кунсенче ан ӗçлеттерӗр. Шыв пӑрӑхӗсен сечӗсем ҫинче палӑртнӑ ӗҫсем тата аварисем ҫинчен пирӗн телеграмма-каналти информацие пăхса тăрăр. Диспетчер службине 8 (84375) 2-27-77 телефон номерӗпе шӑнкӑравлӑр», – тенӗ чӗнсе каланинче.

Халӑха район шайӗнчи ӗҫмелли шывпа мӗнле масштабпа тивӗҫтернине шутласан, ăнтан кайăн. Юлашки ҫулсенче кӑна ку енӗпе 130 ҫухрӑм ытла шыв пӑрӑхӗсем хывнӑ. Шыв хаклӑхӗ пирки пирӗн шухӑш-туйӑма чӑннипех те улӑштармалли пур. 

Шывпа типтерлӗ усӑ курмалли ҫинчен тӗн кӗнекисенче те ҫырнӑ, унта унӑн хакӗ ылтӑн хакӗпе танлашать, тумламшӑн явап тытма тивет, тенӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев