Сӑвӑсран сыхлан!
Тӗп хыпар

Сӑвӑсран сыхлан!

Сыхă пулăр!

Сӑвӑс энцефаличӗ (сӑвӑс менингоэнцефаличӗ) –ҫутҫанталӑкран килсе тухнӑ вирус инфекцийӗ. 

Вӑрмана е хăвалăха кайнӑ чухне сӑвӑссенчен сыхланас тесен, ҫутӑ тӗслӗ тумтир тӑхӑнмалла.

Сӑвӑс ҫыртсан мӗн  тумалла?

Сӑвӑса кӑларма сиплев учрежденине хӑвӑртрах каймалла. Ҫакна тума май ҫук-тӑк, ҫыртнӑ вырӑна хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе сӗрмелле, алла резина перчетке тӑхӑнса сӑвӑса кăларса илмелле. Сӑвӑса лабораторие илсе каймалла.

Организма вирус ӳт çине тӑрӑннӑ сӑвӑс ҫыртсан е сиенленнӗ вырӑна хыçсан кӗрет.

Сӑвӑс энцефаличӗнчен сыхланас тесен, вӑрмансемпе парксенчен таврӑннӑ хыҫҫӑн, тумтире тӗрӗслемелле, çан-çурăма пăхса тухмалла. Сӑвӑсран малтанах прививка тусан е гамма-глобулин кӗртсен аванрах. Прививкӑна ҫутçанталӑка тухиччен икӗ эрне маларах тумалла. Астӑвӑр, сӑвӑс боррелиозӗ (Лайм чирӗ) те сӑвӑссем урлă куçакан чир.


Нет комментариев