Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Светлана Захарова: «Правона та, ҫемьене те хӳтӗлеччӗр»

Иртнӗ эрнере Ҫӗпрел районӗ социаллӑ пуҫарӑвӑн тӗп площадки пулса тӑчӗ

«Ҫемьене пулӑшасси» проектпа килӗшӳллӗн Тутарстан Республикинчи Ача прависен уполномоченнӑйӗн тата ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен республикӑри комиссийӗ хутшăннипе районта ачасен прависене хӳтӗлес тата ҫемьене пур енлӗн пулӑшас ыйтусене халалланӑ ӗҫлӗ мероприятийӗсем иртрӗҫ.

Унта Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикинчи ача прависен уполномоченнӑйӗ Светлана Захарова, ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата ачасен прависене хӳтӗлекен республикӑри комиссийӗн яваплӑ секретарӗ Ильсияр Гарифуллина , Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, район прокурорӗ Ришат Купкенов, ҫавӑн пекех, опека, çутӗç тата социаллӑ хӳтлӗх  пайӗсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Кун тӑршшӗпе тӗп темӑсене: Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнче ачан прависемпе законлă интересӗсене пӑхӑнассине, вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫул ҫитменнисен хушшинче йӗркене пӑсассин профилактикине, социаллӑ тӑлӑхлӑха профилактикӑлас енӗпе опекӑпа попечительлӗх секторӗн ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухрӗҫ.

Комисси пред-ставителӗсем «Ăшӑ ҫурт» приюта, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейра экзаменсене ирттермелли пунктра, Ачасен творчество çуртӗнче, Кивӗ Çӗпрелӗнчи пуҫламӑш шкул-ача садӗнче, «Чайка» ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьте пулса курчӗç.

Ларусемпе, тӗрӗс-левсемпе пӗрлех районта пурӑнакансем валли граждансене комплекслӑ майпа йышӑнассине йӗркелерӗç. Ҫӗпрел ҫыннисем социаллӑ тата юридици пулӑшӑвӗн мерисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ккилнӗччӗ.

Ҫак кун профилактика ӗҫне уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗç. Опека, социаллӑ хӳтлӗх, çутӗç, сывлӑх сыхлав специалисчӗсем хутшӑннипе ӗҫлекен ушкӑнăн ларӑвӗ иртрӗ. Унта хутшӑнакансем ҫемьесене хӳтӗлемелли тата ачасене ҫемьерен уйӑрма пултаракан лару-тӑрӑва сирмелли механизмсене тӗплӗн сӳтсе яврӗç.

Комисси пред-ставителӗсем йӗркелӳпе право ыйтӑвӗсене татса панӑ вӑхӑтра районта вӗренӳ тата ҫутӗҫ ӗҫӗсене хастар илсе пычӗç.  ЗАГС пайӗнче «Çемье хаклӑхӗсен никӗсӗсем» тенӗ ҫавра сӗтел иртрӗ, унта психологсем, тӗн представителӗсем, студентсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.

Ачасен искусство шкулӗнче  «Çемье вӗрентӗвӗ» программӑна ӗҫе кӗртессипе вӗренӳпе методика семинарӗ ирттерчӗç. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссенче ҫӗнтернӗ педагогсемпе районти вӗрентекенсем хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ.

«Опекун ҫемйисенчи ачасен интересӗсене хӳтӗлесси» темӑпа тӗлпулу  «Созидание»  çамрăксен клубӗнче иртрӗ. Ашшӗ-амӑшӗпе тата ачисемпе психологсем, ҫавӑн пекех ҫемьене пулӑшакан центрăн специалисчӗсем ӗҫлерӗç.

Кӑнтӑрла иртсен «Тутарстан – Новый век» юхӑмӑн вырӑнти уйрӑмӗн конференцийӗ пулчӗ. Активистсемпе ҫамрӑксен секторӗн представителӗсем района аталантармалли плансене тата ҫитӗнекен ӑрӑва пулӑшас тӗллевлӗ ҫӗнӗ проектсене сӳтсе яврӗҫ.
Ача прависен уполномоченнӑйӗ Светлана Захарова кун каҫипе ирттернӗ мероприятисене пӗтӗмлетнӗ май:

– Ҫемьене, ачасен интересӗсене хӳтӗлесси, вӗсен тӗп пулӑшуҫисем пулни – кашниншӗн пӗрлехи тӗллев. Йывӑр вӑхӑтра пӗр ача та, ҫемье те тимлӗхсӗр ан юлтӑр, юридици, психологи тата пурлӑх пулӑшӑвӗ вӑхӑтра илтчӗрччӗ. Правона та хӳтӗлеччӗр, ҫемье  те сыхлантăр,  – тесе шухăш-сунăмӗсене пӗлтерчӗ вӑл.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев