Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ӳсӗрле руль умне ларни – йӗркене çирӗп пӑсни

Ӳсӗрле руль умне ларни – çул-йӗр правилисене пӑснин чи хӑрушши пулса тăрать.

Вӑл автотранспорт водителӗн кӑна мар, таврари ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет.

Раҫҫей Шалти ӗçсен министерстви Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи çулăн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче ӳсӗр пуçпа транспорта тытса пынӑшӑн суд районти 6 ҫын тӗлӗшпе хӑйӗн йышӑнӑвне кӑларчӗ.

Çавна май, айӑплӑ ҫынсене 45 пин тенкӗ административлӑ штраф палăртнă. Унсӑр пуҫне, вӗсене 1,5 ҫуллӑха водитель прависӗр  те хăварнă.

Хисеплӗ район çыннисем! Ҫул ҫинче асӑрхануллӑ, яваплӑ пулар. Ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнар!
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев