Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Спорта юратакансем уявларӗç

Физкультурник кунӗ — Раҫҫейре августӑн иккӗмӗш шӑматкунӗнче паллӑ тӑвакан професси уявӗ

Физкультурник кунне СССР Халӑх Комиссарӗсен совечӗ 1939 ҫулта спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине популярлă тăвас тӗллевпе йӗркеленӗ. Уява пуҫласа июлӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ, унтан унӑн кунӗ ҫулсерен улшӑнса пырать. 12 ҫул иртсен ӑна август уйăхӗн иккӗмӗш шӑматкунӗнче ирттерме йышăнаççӗ.
СССРта ҫак уяв спорт-сменсен ҫитӗнӗвӗсене кӑтартмалли кун пулнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче йăлана кӗнӗ чемпионатсемпе ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫисене наградăсемпе чысласа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗршыври 45 пине яхӑн спортсмена пӗрлештернӗ физкультурниксен парадне чи паллӑ пулӑм тесе калама пулать. Малтан парад Хӗрлӗ площадьре, унтан «Динамо» стадионра иртнӗ.

Хальхи Раҫҫейре Физкультурник кунӗнче ҫӗнӗ спорт площадкисем уҫӑлаҫҫӗ, парксенче сӗтел ҫи теннисӗ енӗпе турнирсем, мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем, эстафетӑсем, фитнес-клубсене абонементсем вылянтарни, канат туртассипе, алӑ вӗҫҫӗн кӗрешессипе ӑмӑртусем тата ытти те иртеҫҫӗ. Ҫак уявпа профессионал спортсменсене кӑна мар, физкультурниксене, тренерсене тата хастар пурнӑҫ йӗркине илсе пыракансене пурне те саламласси йӑлана кӗнӗ.

Физкультурниксен кунне халалласа, юлашки ҫулсенче районта пӗр эрне хушши спорт мероприятийӗсем ирттересси йӑлана кӗчӗ. Иртнӗ эрнере районти спорт объекчӗсем, урамсенчи спорт площадкисем пурте кӗрлесе тăчӗç. Йӗркеленӗ вăйăсенче ҫамрӑксем те, аслисем те хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Волейбол, мини-футбол, баскетбол, бадминтон, шывра ишесси, картингпа ӑмӑртасси тата ытти те, пӗр сӑмахпа каласан, кашниех хăй кăмăлланă спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнса ҫӗнтерме пултарчӗ. Ертӳҫӗсем те айккинче юлмарӗç, вӗсем бильярд енӗпе вăй виçрӗç. Унсӑр пуҫне ГТО нормисене парассипе мероприятисем иртрӗç. Асӑнса иртнӗ спорт мероприятийӗсене ирттернӗ çӗрте федераци ертӳçисем спонсорла пулӑшу пачӗç.

Эрне хушшинче ӑмӑртӑва пӗтӗмлетрӗç, ҫавӑн пекех, ҫулталӑк тӑршшӗпе иртекен спорт мероприятийӗсене хастар хутшӑннисене парнелесси «Чупрэле» паркра иртрӗ.

Уява район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.

— Районта профессионал спортсменсем ӳстерме пур майсем пурри те савӑнтарать. Ҫӗнӗрен-çӗнӗ спорт сооруженийӗсем çӗкленеççӗ, е реконструкцилеҫҫӗ. Спорт вӑл — воспитани тӗсӗсенчен пӗри. Спортпа туслашакан ачасем тӗллевлӗ, ӗҫчен, ӳт-пӳ тата ӑс-хакӑл енчен вӑйлӑ пулса ӳсеҫҫӗ. Сире спорт уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх тата ҫутӑ малашлӑх сунатӑп. Ӗçре çӗнӗрен-çӗнӗ ăнăçусем, ҫӗнтерӳсем пулччăр! — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче.

Уяв мероприятийӗнче ҫитӗнекен ӑрӑва ӳт-пӳ тата ӑс-хакӑл воспитанийӗ парас енӗпе ӗҫлекен вӗрентекенсене, ӗҫ ветеранӗсене, ҫамрӑк спортсменсене чысларӗç, парнелерӗç. Ҫавӑн пекех, тӗрлӗ спорт мероприятийӗсенче спонсор пулăшăвӗ панă район çыннисене те палӑртса иртрӗç. 
Спорт уявӗ юрӑ-кӗвӗпе çыхăнса пычӗ. 

Справка

Районта 105 спорт объекчӗ ӗҫлет. Унсӑр пуҫне вӗрентӳ учрежденийӗсен ҫӗнетнӗ спорт залӗсенче ҫамрӑксем валли пур условисене те туса панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев