Шӑпа вӑйлисене парăнать
Тӗп хыпар

Шӑпа вӑйлисене парăнать

Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнче пурӑнакан Хабира Габдулхаковна Алимова хӑйӗн сумлă юбилейне паллӑ турӗ

Хабира Габдулхаковна – выçлăх çулӗсене, вăрçă терт-нушине тӳссе ирттернӗ «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗн представителӗ. 

Унăн амăшӗ Разия аппа, виҫӗ ывăлӗпе икӗ хӗрне ытамне илсе, хӑйӗн мӑшӑрне Габдулхак Мухаметовича Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчех ӑсатать. Тӑшмана часах ҫӗнтересси ҫинчен шантаракан сӑмахсем ҫырнӑ ҫырусем килеҫҫӗ унран. Анчах та 1943 ҫулта Сталинградшӑн пынă юнлӑ ҫапӑҫусенче вăл пуçне хурать. Паян кун та ҫемье архивӗнче красноармеецăн Габдулхакăн юлашки сывпуллашу сӑмахӗсемпе ҫырнӑ ҫырăвӗ упранать. 

Паллах, мăшăрсăр пурнӑҫ амӑшӗшӗн ҫӑмӑл пулмасть. Выҫлӑх, тăхăнма тумтир пулманни, чир-чӗр ҫемьене хытах хавшатать. Разия аппан виҫӗ ывăлӗ те вилеççӗ. 

Хабира аппана  мӗн ачаран йывар ӗçсенче вăй хума тӳрӗ килет, амӑшне хуҫалӑхра пулӑшать, каҫсерен вара вӑл ял ҫыннисем валли кӗпе ҫӗлет, саппун тӗрлет, нуски, алсиш ҫыхать.

Апла пулин те, Хабира аппа вӑтам пӗлӳ илме пултарнӑ. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнчи ҫичӗ ҫул

вӗренмелли шкулта, унтан Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче пӗлӗвне малалла тăсать.
Ӗҫ биографине вӑл почтальон пулса пуҫласа ярать. 10 ҫул хушши, ҫуран, ялсем хушшинче хаҫатсем, журналсем, ҫырусем, посылкӑсем валеçет. Комсомол организацийӗ ирттернӗ мӗнпур мероприятире те, пултарулӑх концерчӗсенче те хутшӑнать.

Хастарлӑхне кура ăна ял ҫыннисем Çӗнӗ Ишлӗ ял совечӗн депутачӗ пулма суйлаҫҫӗ, ял ҫыннисем хушшинче агитатор пулнă май та, вӑл ертӳҫӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларать. Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче санитаркӑра ӗҫлеме сӗнеççӗ, ҫак должноҫран тивӗҫлӗ канӑва тухать.

40 ҫул ытла ӗҫ стажӗшӗн унӑн ӗҫри тăрăшулăхне «Ӗҫ ветеранӗ» ятпа, Хисеп грамотисемпе, нумай медальсемпе палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех, «Анне медалӗн» 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ орденӗсем, «Вӑрҫӑ ачисем» медалӗ те пур унăн.  

Пурнăç «урапине» туртса пынă май, Хабира аппа ялти пултаруллӑ каччӑпа – купӑсҫӑ Зигангарайпа паллашать. 1959 ҫулта ҫамрӑксем мӑшӑрланаççӗ. Телейлӗ ҫемье пӗрле 60 ҫул ытла пурӑнать, ҫичӗ ачана пурнăç парнелеççӗ. Алимовсем хӑйсен ачисене аслӑ пӗлӳ парас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ. 

Хабира аппан икӗ ывӑлӗ вилнӗ. Икӗ хӗрӗ «Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ», пӗри «Раҫҫей вӗрентӗвӗн Хисеплӗ ӗçченӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӗсен ӗçне паян мӑнукӗсем малалла тӑсаҫҫӗ. Телейлӗ кинемейӗн сакӑр мӑнук, 4 кӗçӗн мӑнук пур.
Шел те, паян ҫумӗнче  мӑшӑрӗ ҫук. «Питӗ тунсăхлатăп, телейлӗ пурӑнтӑмӑр», – тет Хабира аппа.

Паян та хальхи саманапа пӗр утӑмпа пыракан, ырă чунлă ялăн аслă çулсенчи çыннине 90 ҫулхи юбилейпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ, парне пачӗ. 

Шӑпана парăнма та пулать, ҫав вӑхӑтрах шӑпа вӑйлисене хăй те пӑхӑнать. Хабира аппа ӗмӗр тӑршшӗпех шӑпана хăй те парăнтарса пурăннă хисеплӗ ҫынсенчен пӗри.

 


Нет комментариев