Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Щит евӗрлӗ пар – пысӑках мар, анчах питӗ кирлӗ орган

Сывлăх

Щит евӗрлӗ пар: ун çинчен мӗн пӗлмелле? Районти тӗп больницӑн врачӗ Мария Трофимова каласа парать.

– Щит евӗрлӗ пар туса кӑларакан гормонсем пирӗн организмри япаласен ылмашӑнӑвне йӗркелес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ, чӗре таппине тата юн пусӑмне витӗм кӳреҫҫӗ, психика, нерв, шӑмӑпа мышцӑсен тата репродуктивлӑ системӑсене, ҫавӑн пекех, вар-хырӑм ҫулӗн ӗҫ-хӗлне йӗркелес ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак гормонсем ачасен йӗркеллӗ аталанӑвӗшӗн питӗ кирлӗ.
Щит евӗрлӗ пар икӗ тӗп гормон туса кӑларать:

Тироксин (Т4)  – щит евӗрлӗ парӑн тӗп гормонӗ шутланать, кайран вӑл активлӑрах Т3 гормона ҫаврӑнать. Трийодтиронин (Т3)-Т4 гормонран хастартарах, вӑл метаболизма, организмри мӗнпур тытӑмсен ӗҫ-хӗлне тӳрремӗнех витӗм кӳрет.
Ҫак гормонсене туса кӑларасси пӑсӑлсан чирсем пуҫланма пултараҫҫӗ: гипотиреоз – щит евӗрлӗ пар гормонӗсем ҫителӗксӗрри, гипертиреоз – щит евӗрлӗ пар гормонӗсем ытлашши пулни, тӗвӗллӗ зоб – щит евӗрлӗ парта тӗвӗсем пулса тӑни. Час-часах симптомсем ҫук, анчах пар пысӑкланма пултарать.

Щит евӗрлӗ пар ӗҫӗ пӑсӑлнин малтанхи паллисем: вӑйсӑрлӑх, ҫывӑрса тӑранайманни тата питӗ ывӑннине туйни, ӑс-тӑн япӑхланни, тимлӗхпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем, мышцӑсен вӑйсӑрлӑхӗ, ал-ура чӗтрени, час-часах шӑнса пӑсӑлни, ӳт типӗ пулни, чӗрне хуҫӑлни, ҫӳҫ тӑкӑнни, ҫӳҫ ӳсесси вӑрахланни, апат ирӗлтерекен тытӑм пӑсӑлни, ытлашши виҫе е е аппетит пулсан та йывăрăш чакни, менструаллӑ цикл пăсăлни, анеми, ӳт температури чакни (гипотермия).

Куртӑмӑр ӗнтӗ, симптомсем питӗ тӗрлӗ, вӗсем ытти чирсенче те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсенчен пӗрне те тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть, тӗрӗс диагноз лартас тата сиплес тесен тухтӑр патне каймалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев