Сенкер çулăмăн киленӗҫӗ...
РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе Тутарстанра социаллӑ газификаци программи ӗҫлет
Ку проект 2021 ҫултанпа ӗҫлет, ӑна «догазификаци» тесен ытларах пӗлеҫҫӗ.
Пирӗн ҫӗршывра газ сечӗсемпе ҫыхӑннӑ ялсем сахал мар, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула хӑш-пӗр пурӑнмалли ҫуртсене газпа ҫыхӑнтарайман. Асӑннӑ программӑра ялсен ҫӗр лаптӑкӗсен чиккисем таран газ пӑрӑхне тӳлевсӗр хывма палӑртнӑ.
Программӑпа усӑ куракансем Кивӗ Сатуркка ялӗнчи Гулюсапа Марат Камаловсем пулчӗҫ.
Кивӗ Сатуркка ялӗ пысăк мар. Паянхи кун унта пӗтӗмпе 50 яхăн хушма хуҫалӑх шутланать. Камаловсен ҫурчӗ те ялӑн тепӗр енче, пӗччен кăна юлнă. Ҫемье пуҫӗ тӑван ялтан тухса кайма шухӑшламан та. Салтакран таврӑнсан, кӳршӗллӗ Пӑва районӗн хӗрӗпе ҫемье ҫавӑраççӗ, виҫӗ ывӑл пӑхса ӳстереççӗ.
Ӗҫчен ҫемье паян хӑйӗн пурнӑҫӗпе пурӑнать, выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усрать. Аслӑ Ывӑлӗ Марсель районти шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫлет, вӑталӑххи — Алмаз техникумра специальность алла илет, кӗҫӗнни — Айнур вӑтам пӗлӳ илет.
— Пирӗн енне тухмалли ҫула юханшыв уйӑрать. Ҫавӑнпа массӑллӑ шайра газификаци ҫулӗсенче юханшыв урлӑ газ пӑрӑхӗсем хывас тӗлӗшпе кӑткӑслӑхсем сиксе тухнӑ. Унччен пирӗн пӳрте вутӑпа хутса ăшăтма тӳрӗ килчӗ, плита валли газ баллонӗпе усӑ кураттӑмӑр, — тет Марат Камалов.
Ҫурта газпа ҫыхӑнтарнӑ хыҫҫӑн, кил хуçи, документсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, тӑкаксемшӗн субсиди илме май пуррине пӗлет.
Сенкер çулăмăн киленӗҫӗ...
— Эпӗ пур енӗпе те йӗркене юрататӑп. Ҫавӑнпа эпӗ кил-ҫурта газ кӗртнӗ чухне туяннӑ мӗнпур оборудованисен, кирлӗ пулнă япаласен чекӗсене, документсене пуҫтарса пытăм. Консультаци тата пулӑшу панӑшӑн газпа эксплуатаци пайӗн пуҫлӑхне Рамиль Сабирзянова, Рустам Юсупова, районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрăмăн ӗҫченӗсене тав тунине пӗлтеретӗп.
Хӑйсен ҫуртне сенкер топливӑпа ҫыхӑнтарнӑшӑн Гулюса Камалова уйрӑмах савӑнчӗ.
— Ку ӗҫсене декабрь уйӑхӗнче туса ирттерчӗç. Ирхине ӑшӑ пӳртре ыйхӑран вӑранни — пысӑк савӑнӑҫ пулчӗ, паллах. Кӑмака хутма та кирлӗ мар, пӗр сӑмахпа каласан — киленӗç вӗт! Апат пӗҫернӗ чухне те газ пӗтесрен хӑрамастӑн. Тавах, пирӗн пек тӗрлӗ сӑлтава пула сенкер çулăмпа ҫыхӑнтарайманнисемшӗн, ку пысӑк пулӑшу-ҫке, — тет кил хуҫи хӗрарӑмӗ.
Районти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан уйрăмăн ертӳçи Лилия Ракипова социаллӑ газификаци программипе килӗшӳллӗн граждансен уйрӑм категорийӗсем 100 пин тенкӗ таран илме пултарнине палӑртса иртрӗ.
— Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «Ҫурт-йӗр чиккисен ӑшӗнче газ кӗртессипе тата ҫуртри газ оборудованине туянассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштарма субсиди парасси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ҫак пулӑшупа Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата çар юхăмӗн ветеранӗсем; ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем; пуç хунă (вилнӗ) вӑрҫӑ инваличӗсен, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, çар юхăмӗн ветеранӗсен ҫемйисен членӗсем; I тата II ушкӑн инваличӗсем; Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата çар юхăмӗн инваличӗсем; инвалид-ачасемпе вӗсене пăхакансем; аслӑ ачи 18 ҫул тултариччен е 23 ҫул тултариччен куҫӑмсӑр майпа вӗренекен виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесем; тупӑшӗ çитмен ҫемьесем усă курма пултараççӗ. Субсиди илес тесен пурӑнакан вырӑн енӗпе районти, е пирӗн патăрти пурлӑх пулӑшӑвӗн (компенсаци тӳлевӗсен) центрӗн уйрӑмне заявлени ҫырмалла. Субсидие 2021 çулхи апрель 21-мӗшӗнче газ кӗртекенсем тивӗҫме пултараҫҫӗ. Субсидие пӗр пурӑнмалли лаптӑк пуҫне пӗр хут ҫеҫ параҫҫӗ. Ҫак субсидие газ кӗртес, оборудовани туянас тата вырнаҫтарас ӗҫсене вӗҫлесен ҫеҫ тивӗҫме пулать. Субсиди тӑкакланӑ укҫаран ытла пулма пултараймасть, — тет Лилия Ракипова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев