Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сахăр чӗкӗнтӗрне кăларас ӗç малалла пырать

Районăн çӗр ӗçченӗсем хӗрӳ ӗçре

«Р. А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ӗçченӗсем сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларма пуçăнчӗç. Тухӑҫӗ те лайӑх — кашни гектартан вӑтамран 400 центнер.

Хуҫалӑхра икӗ смена йӗркеленӗ. Икӗ «Холмер» маркӑллӑ тата «Ропа» маркӑллӑ пӗр комбайна çак ӗçе явăçтарнă. Механизаторсем Максим Лазарев, Расим Низаметдинов, Фанис Камалетдинов, Иван Наумкин вӑхӑтне шута илмесӗр ӗҫлеҫҫӗ.

Чӗкӗнтӗр кăларассипе пӗр вӑхӑтрах хӗвелҫаврӑнӑш культурине те çапаççӗ. Ку культурăна 1000 гектар лаптӑкра акнӑ. Комбайнерсем Ильгизар Бухариев, Фарит Басыров, Ранис Багаутдинов, Фанис Каримов, Сергей Дубов çӳретекен «Полесье» тата Зульфат Юсупов çӳретекен «Класс Тукано» комбайнсем çак ӗҫе пурнăçлаççӗ. Кашни гектартан вӑтам тухӑҫ 23 центнера тӳрӗ килет.

Паянхи кун хуҫалӑхра 2000 гектар лаптӑкра кӗрхи ҫӗртме тунă, 450 гектар лаптӑкра кӗрхи тулӑ акнӑ.

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен октябрӗн 10-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, районӗпе 775 гектар лаптăкри сахăр чӗкӗнтӗрне кăларса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 461 центнерпа танлашать.

Районӗпе 3067 гектар лаптăкри хӗвелçаврăнăш культурине вырса çапнă, кашни гектартан тухăнă тухăç 24,9 центнер. Хӗл каçарма выльăх-чӗрлӗх валли 33 501 тонна силос хывнă. 32 310 гектар лаптăкра çӗрте сухи тунă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев