Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Сасӑлав пуҫланчӗ

2027 ҫул валли Ҫӗпрел районӗнче тирпей-илем кӗртме 4 объект сӗннӗ

2027 ҫулта тирпей-илем кӗртмелли обществăлла хутлăхсемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-сасӑлав пуҫланчӗ. 

Тутарстанра сасӑлама 2027 ҫулта 178 обьекта сӗннӗ.  Сасӑлава июнӗн 12-мӗшӗччен федераци платформинче,  zagorodsreda.gosuslugi.ru ссылкӑпа йӗркелеççӗ тата вăл «Пурнăç валли инфраструктура» наци проектне кӗнӗ «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.

Иртнӗ çул проекта 1,6 пин ытла муниципалитет хутшӑннӑ, онлайн-сасӑлавра вара, 16,5 миллион ытла ҫын хутшăннă. Ҫулсерен чи лайӑх проектсене пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен 25 миллиард тенке яхӑн укçа  уйӑрса параççӗ.

Кӑҫал сасӑлав пӗр блока – обществăлла  хутлăхсене ҫавӑрса илет. Ҫынсене парксене, ҫыран хӗррисене, бульварсене, урамсемпе скверсене суйлама сӗнеҫҫӗ. Пурӗ 178 объект сӗннӗ – республикӑри 45 муниципалитетран кашнинче пӗрер е темиҫе объект.
2027 ҫулта тирпей-илем кӗртмелли обществăлла хутлăхсене суйлас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-сасӑлавра Ҫӗпрел районӗнчи тӑватӑ объект хутшӑнать. 

Вӗсем çаксем: «Выпускниксен паркӗ» (иккӗмӗш черет. Кӑҫал пӗрремӗш черетпе килӗшӳллӗн ӗҫсем пуҫланчӗç); «Геройсен Аллейи» парк; Дзержинский урамӗ, Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчи ача-пӑча паркӗ.

Сасӑлава 14 ҫултан хутшӑнма пулать. Кашни хутшӑнакан пӗр хут ҫеҫ сасӑлама пултарать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев