Салтака каяççӗ каччăсем
Районта кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче ҫар службине каякансен пӗрремӗш ушкăнне ăсатрӗç.
Апрелӗн 15-мӗшӗнче, ир-ирех, виçӗ район каччи: Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнчен Азат Нигманов, Хулаçырми ялӗнчен Владимир Никитин тата Чӑваш Çӗпрел ялӗнчен Александр Хрисанов республикӑн сборный пунктне кайрӗç.
Вӗсене ăсатмалли мероприяти икӗ хут Социализмла Ӗҫ Геройӗ Петр Дементьев ячӗллӗ паркра иртрӗ.
Каччăсен ачалăхри шухăлăхӗсем те пӗтмен пек туйӑнать. Хӑюллӑ пулма вӗсене шăпах ҫар служби пулӑшать.
Пулас салтаксене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ, ашшӗ-амăшӗсене савӑнтарса служить тума, тӑван енӗсене ырă-сывă таврӑнма сунчӗ.
— Ҫӗпрелӗн каччисем хӑйсен ҫар тивӗҫне яланах чыслӑн пурнӑҫларӗç. Командирсенчен тав сӑмахӗсем сирӗн тӗлӗшпе те пуласса шанатпӑр, — терӗ вӑл.
Азат Нигманов, çар службине каякан каччă:
— Пӗр çулталӑк хӑвӑрт иртӗ. Каччăсем ҫарта пулма тивӗçлӗ. Аттесем служить тунӑ, асаттесем ҫӗршывшӑн кӗрешнӗ. Эпир вӗсен ҫулне тивӗҫлипе малалла тӑсӑпӑр, — терӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев