Сайфихан Нафиева асӑнса
Районта Тутарстан Республикин прокурорӗ, Конституци сучӗн председателӗ пулса ӗҫленӗ ентешӗмӗре аса илчӗҫ
Сайфихан Нафиева асӑнса районта 2010 ҫултанпа мероприятисем иртеҫҫӗ.
Кӑҫал та мероприяти район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, район прокурорӗ Ришат Купкенов, Тутарстан Республикин прокуратурин ветеранӗ Олег Гайнутдинов, Сайфихан Нафиевӑн ҫывӑх ҫыннисем: хӗрӗ Гульфия, кӗрӗвӗ Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Пушкăртстан Республикинчи Следстви управленийӗн ертӳçин ҫумӗ Ильяс Масаллимов, мӑнукӗ, район общественноҫӗ хутшӑннипе иртрӗ.
Ентешӗмӗре асӑнса ирттернӗ митингра тухса калаҫакансем пурте Сайфихан Нафиев обществӑлла йӗркене сыхлас тата йӗркене пӑсассине профилактикăлас енӗпе пысăк пай кӗртнӗ прокурорсенчен пӗри, право енӗпе кӑна мар, гражданла тивӗҫе пурнӑҫлаттарас енӗпе те опытлӑ специалист пулнине палӑртрӗҫ.
— Паян эпир республика прокуратурин нумай сотрудникӗшӗн наставник пулса тӑнӑ ҫынна аса илетпӗр. Вӑл ертсе пынипе службӑра тӑракансем хӑйсем те прокурор пулса ӗҫлеҫҫӗ, Сайфихан Нафиева пӗлекен кашни ҫын ӑна лайӑх, принциплӑ ҫын пек аса илет. Унӑн прокуратура, район пурнӑҫне кӗртнӗ пайӗ пысăк, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Район прокурорӗ Ришат Купкенов та Сайфихан Нафиевăн ӗçне малалла тăсакан пулнă май ӗҫленипе мӑнаҫланнине пӗлтерчӗ. Прокуратура ветеранӗ Олег Гайнутдинов ентешӗмӗр пулăшнипе хӑйӗн ӗҫ ҫулне пуҫланине мăнаçлăн аса илчӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, мероприяти вӑхӑтӗнче Сайфихан Нафиев премине те пачӗç. Общество йӗркине сыхлас тата йӗркене пӑсассин профилактикине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Сайфихан Нафиев ячӗллӗ премие кӑҫал Кивӗ Кахăрлă ялӗн имам-хатибне Ади Мухитова тата Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи нумай функциллӗ центрăн тӗп специалистне Рамиль Рахматуллина пачӗç.
Митинг вӗҫленнӗ май район прокуратурин стени ҫине вырнаçтарнă Сайфихан Нафиевӑн мемориал хӑми умне чечексем хучӗҫ. Хӑнасем тата мероприятие хутшӑннисем республикӑн экс-прокурорӗн кабинет-музейне ҫитсе курчӗç, унӑн историлле докуменчӗсемпе, ал ҫырӑвӗсемпе, харпӑр япалисемпе паллашрӗç.
Мероприяти район центрӗнчи Ӗмӗр сӳнми вут тата Аннесене халалласа лартнӑ палӑк умне чечексем хунипе малалла тӑсӑлчӗ.
Сайфихан Нафиев историе ӑста кӗрешӳҫӗ пек те кӗрсе юлнӑ çын. Ҫавӑнпа та кашни ҫулах районта Сайфихан Нафиев ячӗллӗ кӗрешӳ турнирӗ иртет. Кӑҫал унта 60-а яхӑн ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ. Хӑйсен виҫисенче ҫӗнтернисене пурне те грамотӑсемпе парне пачӗç. Чи ҫамрӑк ҫӗнтерӳҫӗ вара Ильдан Валиуллин пулчӗ.
Малалла тăсса
Сайфихан Хабибуллович 1941 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Мучелей ялӗнче ҫуралнӑ. 1965-1979 ҫулсенче Ҫӗпрел районӗнче ӗҫленӗ: ВЛКСМ районти комитечӗн пай пуҫлӑхӗ (1967-1968), КПСС район комитечӗн инструкторӗ (1968-1969 тата 1975-1976), Калинин ячӗллӗ колхозӑн партком секретарӗ (1969-1975), прокурора пулӑшакан (1976 ҫултан).
1979-1982 ҫулсенче Элкел районӗн прокурорӗ, 1982-1988 çулсенче Бугульма, 1988-1992 ҫулсенче Хусан районӗн прокурорӗ. 1992-2000 ҫулсенче — ТР прокурорӗ.
Тутарстан Республикин Конституци сучӗн председателӗ (2000-2004). «Хисеп палли» орденпа, нумай медальпе наградӑланать.
Ентешӗмӗрӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас тӗллевпе районта икӗ мемориал хӑми, пӗрне — район прокуратурин зданийӗн стени çине, теприне — вӑл вӗреннӗ Мучелей пуҫламӑш шкулӑн зданийӗн стени çине вырнаçтарнă. Районти тӗп урамсенчен пӗри — Сайфихан Нафиев ячӗпе хисепленсе тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев