Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Республикипе улттӑмӗш вырӑн

Районти хуҫалӑхсенче пӗрчӗллӗ культурăсене пухса кӗртесси вӗçленчӗ

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов пӗлтернӗ тӑрӑх, районти уй-хирсенче лайӑх тухӑҫ ӳстернӗ. Паянхи кун тӗлне 131,6 пин тонна тухăç пухса кӗртнӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 43,8 центнера тӳрӗ килет. Республикипе ку кӑтарту — 37,6 центнер. Тырпул тухӑҫлӑхӗпе Ҫӗпрел районӗ республика шайӗнче улттӑмӗш (!) вырăна йышӑнать. Чи пысӑк тухӑҫа «Цильна» (62,2 ц/га), «Çӗпрел Рассвет Агро» (62 ц/га) обществӑсенче пухса кӗртнӗ. «Бикчуров Р. А.», «Низамов А. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче те лайӑх тухӑҫ пухса илнӗ.

«Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑра рапса 7246 гектар лаптăк ҫинче акнӑччӗ, 21105 тонна тухăç çапса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 29 центнера тӳрӗ килет. Районта хӗвелҫаврӑнӑш культурин лаптӑкӗ 10075 гектарпа танлашать. 

Çак культурӑна вырма та тытӑнчӗҫ. Хальхи вăхăтра «Цильна» обществӑра, «Низамов А. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса илес ӗç малалла пырать. Паянхи кун тӗлне 600 гектар лаптăк çинчен сахăр чӗкӗнтӗрӗн тухăçне кăларса илнӗ. Районӗпе сахӑр чӗкӗнтӗрӗн кашни гектарӗнчен вӑтамран 586 центнер тухӑҫ тухать, сахӑр завочӗсене 36160 тонна чӗртавар ӑсатнӑ.

Районта соя культурисен лаптӑкӗ 4143 гектара йышӑнать. 

Хальхи вӑхӑтра техника культурисене пухса кӗртнипе тата ҫапса тӗшӗленипе пӗрлех кукурузăран силос хывасси те малалла пырать. Районӗпе 1547 гектар лаптӑк ҫинче кукурузăна силоса хывасси тăрать, паянхи кун тӗлне çак лаптăксен 1114 гектарне пухса илнӗ. «Цильна» обществӑра — 17 пин тонна, «Молко—Çӗпрел» — 19 пин тонна, «Низамов А. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче — 3 пин тонна, «Агро — Вест» обществӑра — 2359 тонна силос хывнӑ. 

Районӗпе пӗр условнăй выльӑх пуҫне 34,5 центнер апат единици тӳрӗ килет. Çав вăхăтрах 2370 гектар лаптӑк ҫинче кукурузăна ҫапса илме палӑртнӑ.

2026 ҫулхи тухӑҫ валли 16247 гектар кӗрхи культурӑсем акнӑ, ҫав шутра тулӑ — 12176 гектар, кӗрхи рапс — 4071 гектар. Хальхи вӑхӑтра вӗсене упрас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗртме сухине 25,8 пин гектар лаптӑк ҫинче (планран 70%) ирттернӗ.

Малалла тăсса

Хусан хулинче Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунне халалланă савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ. Унта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан пирӗн район делегацийӗ те хутшӑнчӗ. Район делегацийӗн йышӗнче учрежденисен, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем тата ҫамрӑк специалистсем.

Мероприятире «Цильна» обществӑн тӗп агрономӗ Раис Раимов «Хастар ӗҫшӗн» медальпе наградӑланчӗ. Ҫавӑн пекех «Çӗпрел Рассвет Агро» обществăн механизаторӗн Алексей Павловӑн тата «Молко — Çӗпрел» обществӑна искусствӑлла майпа йăхлантаракан операторӑн Анастасия Михайловӑн ӗҫӗсене те палӑртса иртнӗ. 

Алексей Павлов кӑҫалхи тыр çи кампанийӗ вӑхӑтӗнче 5620 тонна тырӑ вырса ҫапнӑ. Ку районӗпе кӑна мар, Тутарстанра та чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри. Анастасия Михайлова вара, çамрăк специалист пулнă май, республикӑри икӗ професси конкурсӗнче те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев