Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Районти тата 11 каччă ҫар службине пуҫларӗ

Салтака каяççӗ каччăсем

Ырӑ йӑлапа, Петр Дементьев паркӗнче йӗркеленӗ ăсату мероприйӗнче, ӑшӑ сунӑмсемпе пил панисем янӑрарӗҫ. Пулас салтаксене ӑсатма район администрацийӗн представителӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, каччăсен ҫывӑх ҫыннисем килнӗччӗ.

Ҫак кунсенче ҫар службине районтан 11 çамрăк кайрӗç: Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Виктор Выселкин, Матакран — Николай Мидюкин, Тăваньелӗнчен — Архип Нурин, Тутар Саплӑкӗнчен — Сергей Пляшев, Кивӗ Упирен — Даниил Романов, Ҫӗнӗ Тăваньелӗнчен — Камиль Хакимов, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен — Максим Дергунов, Кӗҫӗн Аксуран — Роман Дубанов, Даниил Кузьмин, Ильмет-Чаткасран — Ильназ Залялетдинов, Тутар Паснапуçӗнчен — Сергей Карабаев. 

Ҫар служби — арҫын пурнӑҫӗнче, унăн малашлӑхне тата личность пулса йӗрекеленессинче витӗм кӳрекен, пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Кун пирки районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов хӑйсен сӑмахӗсенче палӑртрӗҫ.

— Сире тӳрӗ кӑмӑлпа служит тума, район чысне тивӗҫлӗ хӳтӗлеме, тӑван тӑрӑха ырă-сывă таврӑнма сунатпӑр, — терӗҫ ертӳҫӗсем.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсенчен те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсенчен те призывниксене ырӑ сунăмсем пулчӗç.
Паянхи кун тӗлне кӗрхи призыв кампанийӗнче ҫар службине районтан 18 ҫынна илнӗ. Призыв декабрь уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.

Тимлӗхе илме!

РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ законпа килӗшӳллӗн, халӗ ҫар службине тӑмалли ҫынсем тӗлӗшпе призыв мероприятийӗсем январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен пырӗҫ. Çав вăхăтрах, служба вырӑнне ăсатмалли срок малтанхи пекех (апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 15-мӗшӗччен тата октябрӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен) юлӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, ҫар учетӗнче тӑнă тата запасра пулман 18-30 ҫулсенчи каччăсене ҫар службине илӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев