Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Районти шкулсенче Астăвăм мемориалӗсем уҫӑлаҫҫӗ

Ячӗсем — вилӗмсӗр, паттӑрлăхӗсем — ӗмӗрлӗхе

Иртнӗ эрнере Кивӗ Кахăрлă, Ҫӗнӗ Йӗлмел, Ильмет-Чаткас, Упи, Хулаҫырми шкулӗсенче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуç хунă Ринат Салихова, Алексей Аюгина, Наиль Ахметова, Николай Сюммана тата Игорь Эндюкова асӑнса мероприятисем иртрӗҫ.

Мероприятисенче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, «Форпост» организацийӗн ертӳҫи Альберт Сулейманов, «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондӑн социаллӑ координаторӗ Фарида Нуртдинова, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, юнармеецсем, шкул ачисем, педагогсем хутшӑнчӗҫ.

Ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче паттӑррӑн пуҫ хунисене аса илсе, пӗр минут шӑплăх пӗлтерчӗç, мемориалсем умне чечексем хучӗҫ.

— Эпир Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн паттӑррӑн пуç хунă ентеш-геройсемпе мӑнаҫланатпӑр. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтав вӗсене! — терӗ Рустам Искандарович.

Мероприяти вӑхӑтӗнче геройсен вӗрентекенӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем проекта йӗркелекенсене тав турӗç. 

Паттӑрсене асӑнса йӗркеленӗ шкулсенче Астăвăм мемориалӗнче каччăсен харпӑр япалисем, илнӗ парнесем, сӑн ӳкерчӗксем, ҫар альбомӗсем вырăн илнӗ.

Вӗсем пурӑннă ҫуртсен стени ҫине те Мемориал хӑмисем ҫирӗплетрӗç.
Проекта ТР Çамрӑксен ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ «Вӗсем пирӗн чӗресенче» гранта пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ. Ӑна районти «Форпост» организаци пурнӑҫлать.

Ренат Зуфарович Салихов 1978 ҫулхи декабрӗн 11-мӗшӗнче Кивӗ Кахăрлă ялӗнче ҫуралнӑ. 1996 ҫулта шкул пӗтернӗ. 1996 ҫулхи декабрӗн уйӑхӗнче Рената Раҫҫей ҫарӗн ретне илнӗ, ҫар юхăмӗсенче хутшӑннӑ. Тетӗшӗсем Ильдарпа Ильгизар те хӗрӳ точкӑсенче службӑра тӑнӑ. 
2000 ҫулта Ренат Зуфарович Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн хӗрӗпе Лилия Гайнутдиновапа çемье çавăрать. 
Ренат Зуфарович чылай вӑхӑт строительствăра ӗҫленӗ, ыр кăмăллăх ӗçӗпе те интересленӗ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан, ҫар операцийӗн зонине мобилизациленет. Сержант Ренат Салихов 2024 çулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче пуçне хурать. 
Ренат Салихова РФ Оборона министерствин «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан» медале, Тутарстан Республикин Раисӗн Тав сӑмахне тивӗҫрӗ, вилнӗ хыҫҫӑн «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑланчӗ.

Алексей Алексеевич Аюгин 1980 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. 1997 ҫулта шкул пӗтерет. 1997-1998 ҫулсенче районти 90-мӗш професси училищинче вӗренет. 
1998-2000 ҫулсенче Нижний Новгород хулинче Раҫҫей çарӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче çар службинче тӑрать. 
Ҫартан таврӑнсан, ӗҫ çулне тӑван колхозӗнче пуҫласа ярать.
2024 ҫулхи июнь уйӑхӗнче вӑл Оборона министерствипе контракт çырать, ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине каять, 2024 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хурать. Унӑн позывнойӗ «Упа» пулнӑ. 
Вилнӗ хыҫҫӑн, ăна «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланать.

Наиль Сайдашевич Ахметов 1969 çулхи июнӗн 14-мӗшӗнче Ильмет-Чаткас ялӗнче çуралнă.
1986 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Ульяновск хулине вӗренме каять. 1987-1989 ҫулсенче Афганистан Республикинче Сывлӑш десант ҫарӗсен ретӗнче службăра тӑрать. Воин-интернационалист. Наградисем: «Воину-интернационалисту от благодарного афганского народа», «Çапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальсем тата Совет ҫарӗсене Афганистан Республикинчен илсе тухнӑ ятпа асӑну медалӗсем.
Ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн, Ульяновск хулинчи «Авиастар» заводӗнче ӗҫлет. Унтан тӑван ялне таврӑнса, предпринимательство ӗҫне пуçăнать. Вӑл нумай ырӑ ӗҫсен инициаторӗ те. Ҫавӑншӑн ял тӑрӑхӗ Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине мобилизаци пуҫлансан, 2022 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче, контракт çырать. Республикӑри «Алга» батальонӗнче службăра тӑрать. 2023 ҫулхи февраль уйӑхӗн вӗҫӗнче, батальона модернизациленӗ вӑхӑтра, ҫулӗ çитнине пула, ăна ҫар службинчен хӑтараҫҫӗ. Наиль Сайдашевич 2 уйӑх иртсен, каллех Раҫҫей Федерацийӗн Оборона Министерствипе контракт тунă хыҫҫӑн, Севастополь хулинчи 810 бригадинче пулать.
2024 çулхи январӗн 11-мӗшӗнче Херсон облаҫӗнчи Крыньки ялне штурмланă чухне паттӑрла пуç хурать. Вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланать.

Николай Владимирович Сюмма 1976 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче Упи ялӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. 1-мӗш класран пуҫласа 9-мӗш класчен Упи вӑтам шкулӗнче вӗренет.
Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, тракторист-машинист удостоверенине илет, колхозра ӗҫлеме пуçлать. Ҫарта Николай ракета ҫарӗнче службăра тăрать. Ҫартан таврӑнсан Азнакай районӗнчи фермӑна ӗҫе вырнаҫать. 
2024 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче Оборона министерствипе контракт çырать, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине каять.
Николай Владимирович 2024 ҫулхи августăн 11-мӗшӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хурать. «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланать. Упи ялӗнче пытарнă.

Игорь Владимирович Эндюков 1979 ҫулхи июнӗн 10-мӗшӗнче Хулаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. 1996 ҫулта хулаçырми вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухать. Ҫарта Камчатка крайӗнчи чаçсенчи пӗринче службăра тӑрать,"аслӑ матрос" пулать. Професси училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн, районта, ҫул-йӗрпе строительство организацийӗнче ӗҫлет. Ҫавӑн пекех, Мускав хулинче, стройкӑсенче та чылай вӑхӑт вăй хурать. 
2023 ҫулхи ноябрь уйăхӗнче Игорь Владимирович ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма РФ Оборона министерствипе контракт çырать. Ерейтор Игорь Владимирович Эндюков 2023 ҫулхи декабрӗн 11-мӗшӗнче, ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хурать.
РФ Президенчӗн Указӗпе, контракт службин гварди ефрейторне Игорь Эндюкова, ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн патшалӑх наградипе — «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев