Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Районта витнӗ футбол манежӗ тӑваҫҫӗ

2030 ҫул тӗлне ҫӗршывра спорт объекчӗсене анлӑ шайра тума палӑртнă

Пӗтӗм строительствӑна «Раҫҫей спорчӗ» физкультурӑпа спорта аталантармалли патшалӑх программи шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ.

Унпа килӗшӳллӗн ҫӗршыв шайӗнче 150 капиталлӑ спорт объекчӗ, 637 «ăслӑ» спорт площадки, 1078 пӗчӗк спорт площадки, хӑвӑрт тăвăнакан 86 модульлӗ объектсем: бассейнсем, залсем, искусственнӑй пӑр катокӗсем тума палӑртнӑ.

Паян Тутарстан Республикинче спорт объекчӗсен строительствисем малалла пыраççӗ. 2026 ҫулта пурӗ 14 проект хута кайӗ. Вӗсенчен тӑватӑ витнӗ футбол манежӗн (арени) строительствисем Лениногорск, Алексеевски, Тюлячинск тата Ҫӗпрел районӗсенче илсе пыраççӗ. Унсӑр пуҫне, республикӑра ултӑ универсаллӑ спорт площадкинче строительсьво ӗçӗсем вӗçленсе пыраççӗ. 

Республикӑра универсаллӑ площадкӑсемпе сахал тӑкаклӑ спорт сооруженийӗсем тумалли программа 2013 ҫултанпа пурнӑҫланать. Ҫак тапхӑрта 1194 объекта хута янă. Паллӑ ӗнтӗ, спорт сооруженийӗсем пысӑк хуласенче кӑна мар, пӗчӗк ялсенче те курӑнаҫҫӗ. 
Районта хута каякан çӗнӗ витнӗ футбол манежӗ «Дачный» поселокӗнче вырнаҫнӑ. Фундаментне ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче никӗс хынă пулсан, паянхи кун тӗлне объектра строительство ӗҫӗсем ҫурринчен ытларахăшӗ пурнӑҫланнӑ та ӗнтӗ. 

– Кунта ҫуллахи вӑхӑтра кӑна мар, хӗлле те, пӗтӗмӗшле илсен, ҫулталӑкӗпех мечӗк тапма май пулӗ. Ҫӗнӗ объектра 20х40 метр пысӑкӑш вӑйӑ вырăнӗсӗр пуҫне, душ тата санузелӗ пулнă меллӗ хывӑнса тăхăнмалли пӳлӗмсем, тренерсен кабинечӗ, тренажер залӗ, медицина кабинечӗ, пушар посчӗ пулӗ тата ыттине те пӑхса хӑварнӑ. Строительсем манежа кӗмелли-тухмалли вырӑнсене хальхи требованисемпе килӗшӳллӗн тăвӗç, ҫывӑхри территорие симӗслентерӗç, хӑтлӑлатӗҫ, – тет районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин инфратытӑм аталанӑвӗ енӗпе ҫумӗ Радик Багаутдинов.

Ӗҫ тӑвакан комитетăн ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов палӑртнӑ тӑрӑх, районти спорт пурнӑҫӗ питӗ пуян. 

– Çӗпрелӗнче пурӗ 105 спорт объекчӗ шутланать. Тӗслӗхрен, район центрӗнче кӑна «Акчарлак» шывра ишмелли бассейн, «Алтын Барс» пӑр арени, «Чемпион», «Алтын» спорт комплексӗсем, йӗлтӗр бази, ял тӑрӑхӗсенче, шкулсенче мӗнпур условисем пулнă спорт залӗсемпе площадкӑсем пур. Кашниех унта кӑмӑла каякан: футбол, баскетбол тата ытти спорт тӗсӗсемпе интересленме пултарать. Кӗҫех эпир хамӑр районшӑн черетлӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑмăн свидетелӗсем те пулăпăр. Витнӗ футбол манежӗ те пирӗн спортсменсене питӗ кирлӗччӗ. Мӗншӗн тесен футболпа интересленекен ҫамрӑксем нумай, – тет Руслан Вильданов

Ҫӗпрел хӑйӗн паттӑр кӗрешӳҫисемпе, спортӑн тӗрлӗ тӗсӗ енӗпе ҫӗнтерӳҫисемпе, района чапа кӑларнӑ спортсмен каччăсемпе, хӗрсемпе мăнаçланать. Ҫӗнӗ  уҫăлнӑ футбол манежӗ (арени) те пысӑк ҫӗнтерӳсен пуҫламӑш вырӑнӗ пуласси иккӗленӳ пулмӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев