Районта «Пирӗн картиш» туслă кӳршӗсен фестивалӗ иртрӗ
Ку пирте кӑна!
«Единая Россия» политика партийӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланакан программа шайӗнче нумай хутлӑ ҫуртсен ҫывӑхӗнчи картишсене тирпей-илем кӗртеççӗ. Ҫапла майпа унта пурӑнакансен пурнӑҫӗпе канӑвне тивӗҫтереҫҫӗ.
Кăçал вара туслӑ кӳршӗсен проектне те пурнӑҫа кӗртрӗç. Ку — программӑн тӑсӑмӗ. Вӑл вара хăй черетӗнче халӑха килӗштерсе пурӑнма чӗнсе калать.
Фестиваль «Чупрэле» паркӗнче уҫӑлчӗ. Кунта Ҫӗпрелӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулма «Единая Россия» партийӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн секретарӗ Марат Гафаров, республика активӗн представителӗ, обществӑлла пулӑшу штабӗн членӗ, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ильшат Аминов килчӗç. Вӗсем «Пирӗн картиш» программа мӗнле пурнӑҫланни, республикӑра юлашки пилӗк ҫулта мӗнле ырӑ улшӑнусем пулса иртни ҫинчен каласа пачӗҫ. Программӑн тухӑҫлӑхӗ республикӑра пурӑнакансен активлăхӗ ҫинче те никӗсленнине палӑртрӗҫ.
Марат Гафаров хӑйӗн сӑмахӗпе фестивале уҫрӗ.
— Пирӗн районта юлашки 5 ҫулта питӗ нумай ӗҫ тунӑ. Унта пурӑннӑран эпир ҫакна асӑрхамастпӑр та. Района килнӗ хӑнасене вара районăн сӑн-сӑпачӗ улшӑнни тӗлӗнтерет. 5 ҫул хушшинче кӑна 5 шкула, 13 апат-ҫимӗҫ блокне юсанӑ, шкулсенче 8 ӳсӗм точки пулса тӑнӑ, 12 ФАП тунӑ, 5 клуб, 7 нумай функциллӗ центр туса хунă, нумай хваттерлӗ çуртсен 4 картишне юсанă тата ытти те. Районта, ялсенче илемлӗ парксем, ача-пӑча площадкисем ӗҫлеҫҫӗ. Çакăншăн питӗ пысӑк укҫа тӑкакланӑ. Эпир Рустам Минниханова унӑн пуҫарӑвӗсемшӗн, пирӗн республикӑра пурнӑҫланакан программӑсемшӗн тав тӑватпӑр. Ҫак программӑсем малашне те ӗҫлессе, ҫынсем валли хӑтлӑрах условисем туса парасса шанатпӑр. Паллах, хамӑрӑн активлăхăмăра та кӑтартмалла, — терӗ Марат Ринатович.
«Эпӗ Тутарстанра пурӑннипе, ӗçленипе, хамӑрăн республикӑпа мăнаçланатăп. Ҫӗпрел районне ҫеҫ илер-ха, кунта питӗ нумай улшӑнусем пулнă. Ҫакна пирӗн Тутарстанра пурнӑҫланакан программӑсене пула тума май килчӗ, вӗсенчен пурне те ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне улӑштарма палăртнă. «Пирӗн картиш» программӑпа кӑна республикӑра 5000 кил картишне юсанӑ. Ку — пирӗн пурнӑҫӑн хутлăхӗ. Ку пирӗн кил, пирӗн кӳршӗсем. Эпир пур енӗпе те чи лайӑх регионсенчен пӗри шутланатпӑр. Ҫак программӑсене пурне те Пӗтӗм Раҫҫейри программӑсен никӗсне хывнӑ. Нумай тунӑ, анчах умра ӗҫ нумай-ха, паллах, сирӗнпе пӗрле, хисеплӗ Çӗпрел çыннисем! — тесе палӑртрӗ хăйӗн сӑмахӗнче ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ильшат Аминов.
«Пирӗн картиш» программӑна пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑннӑшӑн, хастарлăхшăн тата активлă позицисемшӗн Рустам Нургалиевич Миннихановӑн Тав ҫырӑвӗпе пӗр ушкăн район ҫыннисене чысларӗç.
Уяв сцени ҫинче районти чи лайӑх пултарулӑх коллективӗсемпе «Тутарстанри çулла» проект шайӗнче Пӑва патшалӑх драма театрӗн артисчӗсем те тухрӗç.
Справка
«Пирӗн картиш» программӑн пӗтӗмлетӗвӗ 1,5 миллиона яхӑн Тутарстан ҫыннине, ҫав шутра 300 пин ытла ачана пырса тиврӗ. Юлашки пилӗк ҫулта программа шайӗнче 5 174 ҫуртăн картишне юсанӑ. Ҫак программӑн аналогӗсем ытти регионсенче ҫук.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев