Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Районта педагогсемпе воспитательсене чысларӗç

Вӗрентекенсене халалласа пысӑк мероприяти

Октябрӗн 5-мӗшне ҫӗршывра Вӗрентекен кунӗ пулнă май паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак ятпа районти Культура çуртӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти пулчӗ.

— Вӗрентекен кунӗ вӑл — пур педагогсене те ҫын аталанӑвне хакласа пӗтерме пулман пысӑк пай кӗртнӗшӗн тав тумалли уяв. Ҫак кун эпир хӑйсен пурнӑҫне ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе халалланисене, вӗсен чунӗнче ҫутӑ йӗр хӑварнисене аса илетпӗр.

Профессионализмшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн тав тӑватӑп. Районӑн çутӗç ӗçӗ-хӗлӗн потенциалӗ пысӑк пулнине ҫулран-ҫул ытларах та ытларах çирӗплететӗр, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров залра ларакан вӗрентекенсене чӗнсе каланӑ май. Ҫак кун çутӗç ӗҫченӗсене нумай ӑшӑ сӑмах каларӗç. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Максим Топилин ҫак сферӑра вӑй хунӑ вӗрентекенсене хисеп тунине пӗлтерчӗ.

— Профессийӗре чунтан парӑннӑшӑн, ачасене куллен парнелекен чун ӑшшишӗн тав сӑмахӗ калама ирӗк парсамӑр. Сирӗн ӗҫӗр пысӑка хурса хаклантăр, вӗренекенӗрсем савӑнтарса тăччăр, — тесе сунчӗ депутат.
ТР çутӗç тата наука министрӗн ҫумӗ Рамиль Хайруллин педагог профессийӗн социаллӑ пӗлтерӗшне палӑртрӗ, ырӑ сунчӗ.

Сцена ҫинче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, çутӗç пайӗн ертӳçи Газинур Халиуллов, районти Культура çурчӗн директорӗ Руслан Шарафутдинов саламлă сăмахсемпе тухса каларӗҫ.

Вӗрентекенсемпе воспитательсене халалласа ача садне ҫӳрекен ачасем сӑвӑсем вуларӗҫ, шкул ачисем юрӑсем парнелерӗҫ.

Çутӗç ӗçӗнче нумай ҫул вӑй хунисене, конкурссен ҫӗнтерӳҫисене, районти çутӗç ӗçне аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫавӑн пекех вӗренӳпе воспитани процесне аталантарас тата лайӑхлатас енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн мероприяти вӑхӑтӗнче патшалӑх тата район наградисемпе чысларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев