Районăмăрăн чи ватă çынни
Тӗп хыпар

Районăмăрăн чи ватă çынни

Чăваш Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Мария Шуркина 105 ҫул тултарчӗ

Мария Петровна Шуркина, тыл тата ӗҫ ветеранӗ, халӗ те ҫавӑн пекех: шап-шурă тутӑрне ҫыхса, хисеплӗ вырăнта, ачисем, хӗрӗ Галина Ивановна çумӗнче. Ачисем пирки калас пулсан, паян вӗсенчен чи асли 79 çулта, кӗҫӗннине – 66 ҫул. Сакăр ача çуратса ӳстереççӗ мăшăрӗпе вӗсем, йăх-несӗле малалла тăсакансем: мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем –  27. 

–   Анне Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳсет. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан унăн тăватă пӗртăванӗ фронта тухса каяççӗ, килте юлнисене питӗ йывӑр пулать. Пуринпе те пӗр тан тӑрӑшнӑ: тырӑ вырнӑ, лашапа улӑм турттарнӑ, фермӑра ӗҫленӗ тата ытти те. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче аннепе ытти хӗрсене окоп чавма, вӑрман касма та яраççӗ. Ашшӗпе амăшӗ умлă-хыçлă 1943 ҫулта пурнăçран уйрăлса каяççӗ. Анне ҫемьере асли пулса юлать, пӗртӑванӗсене пӑхса ӳстерет, – тесе калаçрӗ хӗрӗ Галина Ивановна Кудрявцева.

Амӑшӗн вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхне вӑл унӑн хастарлӑхӗнче, ҫынсене яланах ырӑ тума тăрăшнинче курать. «Нихӑҫан та пӗр вырӑнта тӑман. Яланах мӗн те ӗçлесе çӳрерӗ. Вӑл халӗ те хаҫат вулать, иртни ҫинчен калаçать».

Кашни ҫулхи пекех, Мария Петровнан ҫуралнӑ кунне пурте пӗрле пуçтарăнса уявлаҫҫӗ. Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин ăна Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн салам открыткине, муниципалитетран парнесем пачӗ. Ял тӑрӑхӗнчен те саламлама килнӗччӗ. 

105 ҫулти Мария Петровнана чечек çыххисем пачӗç. Вӑл ҫакăн пек хисепе питӗ тивӗҫлӗ. 

Пӗр ӗмӗр ытла пурӑннӑ пирӗн ентешӗмӗр килен кашни ҫутӑ кунпа савӑнать, хӑйӗн пурнӑҫӗпе кӑмӑллӑ, ачисене тав туса пурăнать. 

Мария Петровна вӑл – чӗрӗ истори! Ҫӗпрел районӗнче паян 100 ҫул урлӑ каҫнӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗ икӗ ҫын пурӑнать. Сентябрь уйӑхӗнче Упи ялӗнче пурӑнакан Валентина Ярзуткина хӑйӗн пӗр ӗмӗрлӗх уявне паллӑ турӗ.

«Тӗнчемӗр тăнăç пултăр», –   тесе сунчӗ вӑрҫӑ нуши-тертне                    тӳссе ирттернӗ Мария Петровна Шуркина.

 

 

Нет комментариев