Район пуçлăхне суйларӗç
Çак тивӗçе çӗнӗрен Марат Ринатович Гафаров йышăнчӗ
Районта пиллӗкмӗш суйлаври Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Совечӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ.
Лару ӗҫӗнче Патшалӑх пурлӑхне тытса тӑрас енӗпе Федераллӑ агентствӑн Тутарстан Республикинчи тата Ульяновск облаҫӗнчи регионсем хушшинчи территори управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов хутшӑнчӗ. Вӑл Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ячӗпе Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн должноҫне йышăнма кандидат пулма Марат Ринатович Гафарова сӗнчӗ.
– Палӑртнӑ тӗллевсене çӗнсе илме тата районӑн динамика аталанӑвне тивӗҫтерме командăпа, килӗштерсе ӗҫлемелле. Ҫакӑ ытларах муниципаллă пӗрлӗхе ертсе пыма тивӗçлӗ ҫынран, унӑн авторитетӗнчен, тухӑҫлӑ ӗҫ-хӗлӗнчен нумай килет. Юлашки ҫулсенче района ертсе пыракан Марат Ринатович Гафаров ертсе пынипе Çӗпрелӗнче илемлӗ, тухӑҫлӑ ӗҫ туса ирттерчӗҫ: пӗлтерӗшлӗ социаллӑ объектсем, пурӑнмалли ҫуртсем, ҫулсем, шкулсем, ача сачӗсем, спорт площадкисем турӗç, тӗпрен юсарӗҫ, ял хуҫалӑхӗнче тата ытти отрасльте нумай улшӑну пулчӗ. Район пуҫлӑхӗ пулса суйланнă вăхăтра эсир пулӑшнипе, вӑл муниципаллӑ районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн чи кӑткӑс задачисене малашне те ӑнӑҫлӑ татса парасса шанатӑп, – терӗ Альберт Хайрутдинов районӑн юлашки ҫулсенчи ҫитӗнӗвӗсене хакланӑ май.
Чӑваш Ҫӗпрел ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров та хӑйӗн сӑмахӗнче районта илсе пынă ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, депутатсене Марат Гафаров кандидатурине ырлама ыйтрӗ. «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗ те, çаплах, Марат Гафарова ТР Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн тивӗçне йышăнма кандидат пулма тӑратнӑ.
Юлашкинчен депутатсем пӗр саслӑн Марат Гафарова Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑх пулма суйларӗҫ.
Ӑна хирӗҫ ҫӗнӗ суйланӑ район пуҫлӑхӗ хӑйне шаннӑшӑн тав турӗ.
– Муниципаллă пӗрлӗхӗн ертӳҫин тивӗçӗ маншӑн халӑх умӗнчи чи пысӑк яваплӑх вăл. Ҫак должноҫа мана шанса панӑшӑн хамӑрӑн Тутарстан Республикин Раисне, Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансене, депутатсене тав тăватăп. Пирӗн ӗçлемелли ӗҫсем нумай, эпир пурне те пӗрле пурнăçлăпăр, – терӗ Марат Ринатович.
Марат Гафаров Ҫӗпрел районӗн экономикине аталантарас, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерес тесе пӗтӗм вӑй-халне, тăрăшулăхне хума тупа турӗ.
Лару вӑхӑтӗнче, район пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗçне йышăнма кандидат пулма, район Совечӗн депутатне Алексей Ярухина сӗнчӗç, тата, çавăн пекех, пӗр саслӑн пулса суйларӗҫ.
Ларура Депутатсем Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин должноҫне йышӑнма конкурс условийӗсене те пӑхса тухрӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев