Общество пурнӑҫӗнче физкультурӑпа спортăн пӗлтерӗшӗ пысăк
Районта спорта юратакансем хастар пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ спорт мероприятийӗсенче хутшӑнаҫҫӗ, пысӑк ҫӗнтерӳсемпе таврӑнаҫҫӗ. Паллах, ку чи малтан спорта чунне пама хатӗр пулнă, çакăнпа пурăнакан фанатăмăрсен ăнăçăвӗ. Ун пеккисене вара, районта ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ пӗрлештерет. Паян пирӗнпе калаҫакан çак шкулăн ертӳҫи – Ильнур Хуснутдинов.
– Ильнур Линарович. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗн сезонӗ спорт шкулӗшӗн мӗнле пулчӗ? Тӗп кӑтартусем пирки каласа иртсемӗрччӗ...
– Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ кăтартуллă пулчӗ. Пирӗн тӗп мисси – ҫамрӑк спортсменсене хатӗрлесси кӑна мар, ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарасси те, паллах, сборнӑй командӑсен составӗсем валли пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси. «Пысӑк ҫитӗнӳсем спортран пуҫланаҫҫӗ», – тесе ахальтен каламаҫҫӗ-ҫке. Кӑҫал эпир ҫичӗ спорт тӗсӗпе ӗҫлерӗмӗр: футбол, хоккей, волейбол, шывра ишесси, йӗлтӗрпе чупасси, кӗрешӳ тата бадминтон. Шкулта пурӗ 400 ытла спортсмен интересленет.
Вӗренӳ сезонӗ вӗҫленнӗ тӗле пирӗн 127 спортсмен тӗрлӗ разрядсене тивӗҫрӗç, ҫакӑ пирӗн чи пысӑк мӑнаҫлӑх. Анчах кунпа кăна чарӑнса тӑмалла мар, ҫитес ҫул планкӑна тата ҫӳлерех лартатпӑр. Чи кирли –цифрӑсем кӑна мар, ӑмӑртусенче хутшӑнни. Район шайӗнчи мероприятисемсӗр пуҫне ачасем республикӑра тата кӳршӗ регионсенче иртекен турнирсене тӑтӑшах ҫӳрерӗç.
Ҫулталӑк тӑршшӗпе 65 тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнтăмăр, вӗсенчен 28-шӗ – республика шайӗнче иртни. Пирӗн футболистсемпе хоккеистсем Тутарстан Кубокӗсемпе малти вырăнӗсене çӗнсе илессишӗн вылярӗҫ, Ульяновск облаҫӗнче, Пăвара, Апастовӑра регионсем хушшинчи турнирсен призерӗсем пулса тӑчӗҫ. Ишевҫӗсем Чӑваш Енри ӑмӑртусенче – Шăмăршӑра, Патăрьелӗнче, Чистопольре иртнӗ ăмăртусенче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартрӗҫ.
Йӗлтӗрҫӗсем те сезон тӑршшӗпе Тутарстанри малти вырăнсемшӗн тата Ульяновск, Йошкар-Ола, Шупашкар хулисенче иртнӗ регионсем хушшинчи ӑмӑртусен хисеп пьедесталӗ ҫине темиҫе хутчен те хӑпарчӗç. Вӗсен графикӗ питӗ тăкăс пулчӗ, анчах кӑтартусем те савӑнтараҫҫӗ. Кӗрешӳ пирки калас пулсан, ку пирӗн наци сывлӑшӗ. Пирӗн кӗрешӳçӗсем Актанышра, Елабугӑра, Пăвара, ҫавӑн пекех кӳршӗллӗ Шăнкăртам, Патӑрьел, Нагаткино районӗсенче хӑйсен вӑйӗсене тӗрӗслерӗҫ. Тивӗҫлӗ вырӑнсем ҫӗнсе илсе, медальсем, наградӑсемпе таврăнчӗç.
– Район шайӗнчи мероприятисене те палӑртса иртсемӗрччӗ...
– Чи пӗлтерӗшлӗ те масштаблă спорт уявӗсем – «Тутарстан кросӗ» тата «Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ». Шӑпах вӗсем хутшӑнакансене пӗрле пухаҫҫӗ. Сӑмахран, районта спорт мероприятийӗсем нумай иртеҫҫӗ: ачасен, аслисен, вӑй-хал енчен хавшак ӑрусен хушшинче. Спорт уявӗсем пирӗн тивӗҫлӗ тӳпе хывнӑ ентешсене, ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене халалласа ирттернипе те çакă кăмăллă. Çаксем ӑмӑртусем кӑна мар, ӑрусене пӗрлештерекен, сывӑ пурнӑҫ йӗркине малалла илсе пыма пулӑшакан мероприятисем пулса тăраççӗ. Вӗсене ирттернӗшӗн эпир спорт тӗсӗсен федерацийӗсен ертӳҫисене тав тӑватпӑр – пире спонсор пулӑшӑвӗ параҫҫӗ, вӗсемсӗр ҫакӑн пек пысӑк мероприятисем ирттерме йывӑртарах пулнă пулӗччӗ.
– Спорт шкулӗн коллективӗ, кадрсен составӗ пирки те калаҫар-ха. Ҫамрӑк спортсменсене кам хатӗрлет?
– Пирӗн шкулта 71 ӗçчен ӗҫлет. Тренировкӑсене 18 тренер-преподаватель ертсе пырать. Пирӗн аслӑ тата пӗрремӗш категориллӗ специалистсем пур. Квалификацие ӳстерес тӗлӗшпе тӑтӑшах ӗҫлетпӗр: кӑҫал пирӗн тренерсенчен пӗри Атӑл ҫи физкультура университетӗнче курссем иртрӗ, ҫак ӗҫе ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче те малалла тӑсма палӑртатпӑр. Спорт ӗҫӗсӗр пуҫне коллектив ыр кӑмӑллӑх мероприятийӗсене, субботниксене, пӗтӗмӗшле илсен, районăн общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнать,
– Паян ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курни пӗлтерӗшлӗ. Цифрӑлассипе сирӗн ӗҫсем мӗнле пыраççӗ?
– Эпир «Манӑн спорт» онлайн-платформӑпа хастар ӗҫлетпӗр. Ку система ашшӗ-амӑшӗшӗн те питӗ меллӗ: расписанисене пӗлме, нормативсем, кӑтартусене, разрядсем илнине кашниех çавăнтан курать. Унсӑр пуҫне шкулӑн ятарлӑ ушкӑнӗсем «ВКонтакте», «МАХ» та пур. Унта кашниех пирӗн ӗҫ-хӗл, ҫитӗнӳсем, хыпарсем ҫинчен пӗлме пултарать.
– Спорт шкулне мӗнле объектсем пăхăнса тăраççӗ, тӳлевлӗ пулӑшусем те пур-и?
– «Алтын», «Чемпион» спорт комплексӗсем, «Акчарлак» шыв бассейнӗ, «Алтын Барс» пӑр арени, йӗлтӗр базисем, мини-футбол площадкисем, хоккей лаптăкӗсем пурте пирӗн шкулпа çыхăннă. Унсӑр пуҫне эпир районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10 шкулта спорт залӗсемпе усӑ куратпӑр. Вӗсем тӑтӑшах ҫӗнелеҫҫӗ, тӗслӗхрен, кӑҫал «Акчарлак» бассейнра тӗпрен юсав ӗçӗсем пыраççӗ, ҫӗннисене тӑваҫҫӗ – кӑҫал ҫӗнӗ витнӗ футбол манежне хута ярӗҫ.
Тӳлевлӗ пулӑшусем пирки калас пулсан, вӗсем хулари пулӑшусемпе танлаштарсан «символла» суммăсем кăна. Çавсенчен бассейнпа тренажер залне уйрӑммӑн çӳреме, спорт залӗсене арендăлама, йӗлтӗрпе конькисене проката пама палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен пирӗн пуриншӗн те алӑк уҫӑ, спортпа туслашма пирте кашниех пултарать, чарусем ҫук.
– Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн сезонне хӑвӑр умăра мӗнле тӗллевсем лартатӑр?
– Ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тăвасси разрядлӑ спортсменсен шутне ӳстересси, республика ӑмӑртӑвӗсенче ăнăçусем тăвасси. Пӗр сӑмахпа каласан, тата та тухӑҫлӑрах ӗҫлесси – пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри!
– Калаҫăвăршӑн тавтапуҫ!
Нет комментариев