Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пустынинсен ҫемйинче пысӑк савӑнӑҫ

Пепке çуралчӗ

Раҫҫей кунӗнче  пӗчӗк Мирославӑна чысларӗҫ.

Пӗчӗк хӗрпӗрчи июнӗн 5-мӗшӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканăн Марияпа Андрей Пустынинсен ҫемйинче ҫуралнӑ.
«Чупрэле» паркӗнче Раççей кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти вӑхӑтӗнче Пустынинсен ҫемйине чыслани чи хумхануллӑ самантсенчен пӗри пулчӗ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тӗп документа – ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑна тата ҫемьене парнесене район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин пачӗ.

Андрей Александрович Пустынин – ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ. Ҫар заданине пурнӑҫланӑ май, йывӑр аманать, хальхи вӑхӑтра реабилитаци иртет. Унӑн мӑшӑрӗ Мария вара, ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн ӗçченӗ. 

Мирослава – ҫемьере иккӗмӗш ача. Пустынинсен тата тепӗр хӗрача пур.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев