Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пушарта район ҫынни вилчӗ

01 служба

Электропралука тӗрӗс мар ҫыхӑнтарни, кӑмакасем юсавсӑр пулни, сӳнтермен кӑвайтсем – ҫаксем пурте пушар кăларса тăратаççӗ.
2026 ҫул пуҫланнӑранпа Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче 8 пушар регистрациленӗ, вӗсенче 1 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта 10 пушар тухнӑ, 3 ҫын вилнӗ пулнă.

– Кăçалхи саккӑрмӗш пушар майăн 12-мӗшӗнче Кивӗ Кахăрлă ялӗнче килсе тухрӗ. Пушара пула мунча сиен курчӗ, – тесе пӗлтерчӗ Пӑва тата Çӗпрел районӗсен енӗпе районсен хушшинчи надзор пайӗн аслӑ дознавателӗ, шалти служба капитанӗ Ильдус Валиуллин

Унчченхи пушар район çыннин пурнӑҫне татрӗ. Çак пулăм Куршанкă-Шăхаль ялӗнче пулса иртрӗ. 
Ильдус Валиуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара пула 84 ҫулти арҫын çунса вилет. Пушар сӑлтавӗ – электроичество оборудованипе усӑ курмалли правилӑсене пӑсни.

– Тӗрӗслевсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче 2026 ҫулта пулса иртнӗ мӗнпур пушарсен сӑлтавӗ электричество оборудованипе усӑ курмалли правилӑсене пӑсни пулса тăрать. Ҫавӑнпа районта пурӑнакансене электричествăпа усă курнă чухне асӑрхануллӑ пулăр тесе чӗнсе калас килет. Уйрӑмах хуҫалӑхри электропралуксен шайне тимлемелле, ку ӗҫсене специалистсемпе ӗҫлемелле. Кашни ҫуртра пушар пирки пӗлтерекен ятарлӑ хатӗрсем пулмалла. Ҫак хатӗрсем чӑннипе те пӗрремӗш пулӑшуҫӑсем пулса шутланаҫҫӗ, вӗсем ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хăварма пултараççӗ. Кун пек тӗслӗхсем те питӗ нумай. Хамӑр хӑрушсӑрлӑхшӑн, пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшасчӗ, – тет Ильдус Валиуллин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев