Тӗп хыпар

Пушарсен шучӗ ӳсет

Ӗнер. Паян. Ыран

2026 ҫулхи 5 уйӑхра Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче 11 пушар (2025 ҫулхи ҫак тапхӑрта – 12 пушар) килсе тухнă.

Шел те, пӗр пушарта район çыннин пурнăçӗ татăлчӗ. Кун пирки Тутарстан республикин Пӑва тата ҫӗпрел муниципаллӑ районӗсен пушар надзорӗн аслӑ дознавателӗ Ильдус Валиуллин пӗлтерчӗ.

– 2026 ҫулта пушарсен тӗп сӑлтавӗсем –электричество оборудованине вырнаҫтарнӑ тата эксплуатациленӗ чухне, кӑмакасемпе мунчасене эксплуатациленӗ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсни, – терӗ вӑл.

Ильдус Валиуллин, районта пурӑнакансене чӗнсе каланӑ май, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене ҫирӗп пӑхӑнма, уҫӑ вут-ҫулӑмпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулма ыйтать.

 


Нет комментариев