Пушара асӑрхаттарни лайăхрах
Апрелӗн 15-мӗшӗнчен Тутарстанра пушара хирӗҫле уйрăм режим кӗртрӗç
Чрезвычайлӑ комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче пушар тухас хӑрушлӑх сезонне хатӗрленесси çинчен сăмах пычӗ.
Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстанри Тӗп управленийӗн Пӑва тата Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗсенчи надзор ӗҫ-хӗлӗн пайӗн аслӑ дознавателӗ, шалти служба капитанӗ Ильдус Валиуллин пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмалли çинчен аса илтерчӗ.
Ҫулталӑк пуҫлан-нӑранпа район территорийӗнче 6 пушара регистрациленӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта 7 пушар тухнӑ. Икӗ пушара пурӑнмалли секторта палӑртнӑ, тăваттăшне – организацисен объекчӗсенче.
Ильдус Валиуллин каланӑ тӑрӑх, пушарсем килсе тухнин тӗп сӑлтавӗ – электрооборудовани лартмалли тата эксплуатацилемелли правилӑсене пӑсни.
– Пушара хирӗҫле уйрăм режим тапхӑрӗнче вӑрманта кӑвайт чӗртме пачах чараҫҫӗ. Ҫунса пӗтмен сигаретсемпе шӑрпӑксене типӗ курӑк ҫине пӑрахма, пиротехникӑпа усӑ курма, кантӑк ванчӑкӗсене, кӗленчесене тата ытти ҫӳп-ҫапа хӑварма юрамасть. Йӗркене пӑсакансене пысӑк штрафсем кӗтеҫҫӗ. Кӑҫалтан пушарсем килсе тухнӑшӑн айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарма палӑртнӑ, – тесе пӗлтерчӗ Ильдус Валиуллин.
Комисси ертӳçи, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин «Термические точки» мобильлӗ приложенийӗпе активлă усӑ курма чӗнсе каларӗ. «Ҫакӑ ҫутҫанталӑк хутлӑхӗнчи пушара хӑвӑрт тупса палӑртма тата вӑл пурӑнмалли ҫуртсем ҫине сарӑласран сыхланма май парать», – тенӗ вӑл.
Пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑснӑшӑн штрафсен виçисем:
Уйрӑм ҫынсемшӗн – 5-15 пин тенкӗ (уйрăм режимра – 10-20 пин тенкӗ).
Должноҫри ҫынсене – 20-30 пин тенкӗ (уйрӑм режимра – 30-60 пин тенкӗ).
Уйрӑм предпринимательсене — 40-60 пин тенкӗ (уйрӑм режимра – 60-80 пин тенкӗ).
Юридици сӑпачӗсене – 300 - 400 пин тенкӗ (уйрӑм режимра – 400-800 пин тенкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев