Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пурăнма шанчӑк паракансем, пурнӑҫ парнелекенсем

Июнӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче ҫӗршывра Медицина ӗҫченӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Кӑҫал ҫак хисеплӗ уяв июнӗн 21-мӗшне тӳрӗ килчӗ – сывлӑх хуралӗнче тăракан врачсене, медицина сестрисене тата мӗнпур медицина ӗҫченне тав сăмахӗ каламалли кун.

Районăмăрта та Медицина ӗҫченӗн кунне ҫулсерен анлă шайра паллӑ туса ирттереççӗ. Ҫавна май,  районти Культура çуртӗнче кӑҫал та торжествăлла мероприяти иртрӗ. 

Медицина ӗҫченӗн кунӗ – врачсен, медицина сестрисен, фельдшерсен тата мӗнпур медицина ӗҫченӗсен хастар ӗҫне палăртса, вӗсене тав сăмахӗ каламалли кун. Вӗсем чирлисене кунне-çӗрне пӗлмесӗр, чун-чӗрисене парса сиплеҫҫӗ. Вӗсем шурӑ халат тӑхӑннӑ чӑн-чӑн пирӗштисем. Чирлӗ ҫын мӗнле йывӑр лару-тӑрура пулсан та, врачсем патне кайса килнӗ хыҫҫӑн, унӑн пурăнас, сывалас шанчӑк ҫуралать.

Уяв кунӗнче зала медицина ӗҫченӗсем, ветерансем, район ертӳçисем тата ытти хӑнасем пухӑннӑччӗ. Савӑнӑҫлӑ пайӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламланипе уҫӑлчӗ.

– Хаклӑ медицина ӗҫченӗсемпе сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсем! Сире професси уявӗпе саламлатӑп! Эсир чи хакли – сывлӑх сыхлавӗн хуралӗнче тăратăр. Эсир сиплетӗр, ҫӑлатӑр, тулли пурнӑҫ патне тавӑратӑр, сывалнӑ кашни тӗслӗх хыҫӗнче сирӗн профессионализм, Гиппократа тупа туни тата парӑнни тӑрать, – терӗ Марат Ринатович медицина ӗҫченӗсен кулленхи ӗҫӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса.

Медицина ӗҫченӗсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов ӑшшӑн саламларӗ. Районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Иосиф Кукушкин хӑйӗн сӑмахӗнче тухтӑр профессийӗн яваплӑхне палӑртса, ҫынсене сиплеме тарӑн пӗлӳ кӑна мар, професси ăсталăхӗ, чӑтӑмлӑх тата хӗрхенӳ пек пархатарлӑ пахалӑхсем кирлине те каласа иртрӗ. Вӑл кашни ӗҫчене хӑйӗн ӗҫӗ ҫине тӳрӗ кӑмӑлпа пӑхма, халӑх сывлӑхӗн хуралӗнче шанса панă ӗçе яваплăха туйса пурнăçлама чӗнсе каларӗ, ӗçӗсенче ăнăçусем сунчӗ.

Ҫак кун сцена ҫинче районăн тав тăвакан пациенчӗсенчен те ӑшӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ. Ҫар юхăмӗн ветеранӗсен обществăлла организацийӗн ертӳҫи Виктор Петухов, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи çутӗç ветеранӗ Таскира Ибрагимова, çавӑн пекех, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Гульнара Халимова тухса калаҫрӗҫ.

Виктор Петухов çар юхӑмӗн ветеранӗсен организацийӗпе килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тӗп врача Иосиф Кукушкина тата врач-терапевта Илгизяр Хуснутдинова Тав ҫырӑвӗсемпе медаль пачӗ.

Таскира Ибрагимова:

– Медицина ӗҫченӗсем тӗлӗшпе каланӑ «Шурӑ халатлă пирӗштисем» пуплев чӑнлӑхпа килӗшсе тӑрать. Эсир чирлӗ ҫынна шанчӑк, пурăнма вӑй парнелекенсем. Медицина ӗҫченӗ – тӗнчери чи чаплӑ, хисепе тивӗçлӗ профессисенчен пӗри, вӑл паттӑрлӑх, чӑтӑмлӑх, пысӑк ӑсталӑх тата талант ыйтать. Пуриншӗн те пысӑк тав сире! 

Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче паянхи кун мирлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешекен çар çыннисене сиплекен, кӑткӑс операцисем ирттерекен, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлакан районти тӗп больницӑн травматолог врачне Сингх Раджеш Кумара мероприятире курни те савӑнтарчӗ. Район пуҫлӑхӗ ӑна тăрăшуллă ӗҫӗшӗн Хисеп грамоти пачӗ.

Паян ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче пулнă медицина ӗҫченӗсене чыслани те мероприятийӗн уйрӑмах хумхануллă саманчӗ пулчӗ. Вӗсене тата нумай ҫул  хăйсен  пурнăçне медицинӑна халалланă ветерансене чечек ҫыххисем пачӗҫ.
Ҫак кун пӗр ушкăн ӗçченсене Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. Мероприяти вӑхӑтӗнче юрӑ-кӗвӗ, ăшă сунăмсем нумай пулчӗç. 

Справка
Медицина ӗҫченӗн кунӗ – медицина сферинче ӗҫлекен специалистсен професси уявӗ. Ӑна Раҫҫейре, Белоруссире, Казахстанра, Арменире, Латвире, Молдовӑра ҫулсерен июнӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ. Ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра çак кун тӗрлӗ куна лекет.
Уява официаллӑ 1980 ҫулта СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн «Уяв тата паллă кунсем çинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн официаллă майпа йӗркеленӗ. 
Паянхи кун  Çӗпрел районӗн халӑхӗн сывлӑхӗн хуралӗнче 300 ытла медицина ӗҫченӗ вӑй хурать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев