Пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗ анлӑланать
Социаллӑ страховани фончӗн районти клиентсен службин ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗç
2026 ҫул валли тӗп тӗллевсемпе пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне тата та ӳстерессине, информаципе ӑнлантару ӗҫӗсене тата ведомствӑсен хушшинчи хутшӑнӑва ҫирӗплетессине палӑртрӗç.
Мероприятие районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, РФ Социаллӑ страховани фончӗн Тутарстан Республикинчи программӑсене пурнăçлакан управленийӗн пуҫлӑхӗ Марат Нигматзянов, ҫавӑн пекех, районти учрежденисен ертӳҫисем, общественность представителӗсем тата ӗҫ коллективӗ хутшӑнчӗҫ.
Тӗп докладпа районти клиентсен службин ертӳҫи Роза Гафарова тухса калаҫрӗ. Ертӳçӗ, ведомствăн ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнă май, халӑха патшалӑх пулӑшӑвӗсем парассине палӑртрӗ.
Паянхи куна районта пурăнакан 6623 ҫын пенси илет. Халӑха пенсипе тивӗҫтерме 2025 ҫулта федераци бюджетӗнчен 1,6 миллиард ытла тенкӗ укçа уйӑрнӑ.
Ертӳҫӗ сӑмахӗнче граждансен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсене социаллӑ пулӑшу парасси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ.
– Районта 69 инвалид ача пурӑнать, ашшӗ-амӑшӗсен хушма канмалли тата уйӑхсерен тӳлев илме ирӗк пур. Иртнӗ çул санаторипе курорт путевкисене илес правӑпа 56 ҫын усӑ курнӑ, – тесе палӑртса иртрӗ Роза Гафарова.
Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл, çаплах, амӑшӗн капиталӗпе тата ытти нумай патшалӑх программипе те Çӗпрелӗн çыннисем усӑ курнине каласа иртрӗ, уйрăммăн илсен, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшу парас, инвалидсене реабилитацилес тата фонд пулӑшӑвӗсене цифрӑлатас ыйтусем çинче те чарăнчӗ.
2025 ҫулта граждансем электронлӑ сервиссемпе актитвлăрах усӑ курнине, ҫав хушӑрах уйрăм йышăнусем актуллă пулнине палӑртрӗ. 2025 ҫулта специалистсем 6629 заявлени йышăннă.
Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова обществăлла организаци фондпа ҫыхӑнса ӗҫлени тата районти аслă çулсенчисемпе пенсионерсен ӗҫӗ-хӗлӗ, тӗрлӗ мероприятисенче хутшăнни çинчен калаçрӗ.
Марат Нигматзянов канашлӑва хутшӑнакансене электрон сервисӗсем тата Тутарстан Республикинчи Раҫҫей Федерацийӗн Пенси, социаллӑ страховани фондăн ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллаштарчӗ.
Канашлăва пӗтӗмлетсе, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов клиентсен службин коллективне ӗҫӗсемшӗн тав турӗ, малалла та ӗçӗсенче ӑнӑҫусем сунчӗ. Мероприяти вӗҫленнӗ май, ӗçре палӑрнисене чысласси те пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев