Пулас тухăçăн никӗсне хываҫҫӗ
Районта нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тытӑнчӗç
Механизатор – ҫӗр ӗҫченӗсен 3955 гектар лаптӑкри нумай ҫул ӳсекен курӑксене тата 19579 гектар лаптӑкри кӗрхи культурӑсене удобренисемпе апатлантармалла.
«Цильна» тата «Çӗпрел – Рассвет Агро» обществӑсен ҫӗр ӗҫченӗсем ҫурхи уй-хир ӗçӗсен чи паха агротехника мероприятийӗсенчен пӗрне – нумай ҫул ӳсекен курӑксене, пӗрремӗшӗсенчен пулса, апатлантарма пуçларӗç. «Çӗпрел-Рассвет Агро» обществăра кӗрхи культурăсен лаптăкӗсене те удобрени кӗртме пуçларӗç.
«Цильна» обществӑра 1300 гектар ытла нумай ҫул ӳсекен курӑксене, «Çӗпрел – Рассвет Агро» обществӑра – 965 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене удобренипе апатлантармалла.
Эпир «Цильна» обществӑна пырса çитнӗ вăхăтра, техникӑпа механизаторсем иккӗмӗш уйра ӗҫе пуçăннăччӗ ӗнтӗ. Обществăн директорӗн ҫумӗ Раис Раимов каланӑ тӑрӑх, 60 гектар лаптӑклӑ уйра нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарасси вӗҫленнӗ ӗнтӗ.
«Туман-2» удобрени сапакан агрегатпа механизаторсем Максим Цыфаркин тата «Туман-3» ҫинче Ринат Ахматшин 106 гектар лаптӑклӑ иккӗмӗш уйра нумай ҫул ӳсекен курӑксене удобренипе апатлантарма пуçланă.
Хуҫалӑхра пур ӗç те йӗркеллӗ пырать. Обществӑн механизаторӗ Фанис Хайруллина «Амкадор» агрегатпа удобренисене «Туман-2» тата «Туман-3» агрегатсен бункерӗсене тултарма явӑҫтарнӑ. Удобренисене ярса тăма ăна ӗçлекенсем Илья Павловпа Тимофей Марков пулӑшаҫҫӗ. Механизаторсем Ильгиз Миначев «МТЗ-12.21» тракторпа тата Михаил Чувашов «Т-150» тракторпа удобренисене уй-хире турттарса тăраççӗ, хуҫалӑх складӗнче вара, михӗри удобренисене Фаниль Сулейманов «Амкадор» агрегатпа тракторсен ураписем ҫине тиесе, уй-хире ӑсатса тăрать.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен кӑҫалхи апрелӗн 9-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, 881 гектар çинчи нумай ҫул ӳсекен курӑксене тата 110 гектар çинчи кӗрхи культурăсене минераллӑ удобренисем кӗртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев