Пӗтӗм Раҫҫейри ыр кӑмӑллӑх акцийӗ
Ырă ӗç
Тутарстанра, ҫав шутра пирӗн районта та, çулсерен ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӑюлӑх курупки» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ иртрӗ.
Акци «Единая Россия» парти пуҫарӑвӗпе иртет, вӑл медицина учрежденийӗсемпе хосписсенче сипленекен тата реабилитаци иртекен ачасене пулӑшма тӗллев пулса тăрать.
Район больницинче сипленекен ачасем валли парнесем пухас ӗҫе «Единая Россия» партийӗн районти ялсенчи пуҫламӑш уйрӑмӗсен секретарӗсем, парти хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. «Хăюлăх курупкинче» альбомсем, фломастерсем, тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташсем, ручкӑсем, сӑрӑсем, канцеляри хатӗрӗсемпе пултарулӑх наборӗсем тата ытти те.
«Единая Россия» партийӗн Ҫӗпрелӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата «Единая Россия» партийӗн Ҫӗпрелӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн Ӗҫ тӑвакан секретарӗ Ильдар Каюмов районти тӗп больницӑна ҫитсе, больницӑн ачасен уйрӑмӗнче сипленекен ҫамрӑк пациентсене «Единая Россияран» «Хӑюлӑх курупкисем», шахмат вӑййи пачӗҫ. Паянхи кун районти тӗп больницӑн ачасен уйрӑмӗнче тӑхӑр ача сипленет.
— Больница палатисем, процедурӑсем, чир — вӑл ачашӑн стресс: ача килтен, таврари ҫынсенчен, туссенчен уйрӑлнӑ. Унӑн больницӑра тата социаллӑ сетьсем урлӑ ҫеҫ хутшӑнмалли кăна юлать. Ҫакӑн пек тимлӗх, парнесем — ачашӑн пысӑк савӑнӑҫ, — тесе палӑртрӗ районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Иосиф Кукушкин.
Акци 2025 ҫулхи ноябрӗн 10-мӗшӗнчен пуҫланнăччӗ, вăл декабрӗн 2-мӗшӗччен пычӗ.
— Кӑҫал парти йӗркеленнӗренпе 24 ҫул ҫитет, «Хӑюлӑх курупки» акци ҫак уявпа пӗр килни савӑнтарать. Акцие сипленекен пӗчӗк пациентсене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ, — терӗ «Единая Россия» партийӗн Ҫӗпрелӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗн ҫумӗ Алексей Ярухин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев