Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Професси уявӗсен ячӗпе

Районта социаллă тата медицина ӗçченӗсене саламларӗç

2000 ҫултан пуҫласа, июнь уйӑхӗнче, Социаллӑ ӗҫченӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Паянхи кун районта çак тытăмра 100 ытла социаллӑ ӗҫчен ӗҫлет.

Уяв ячӗпе районти Культура çуртне социаллӑ тытăмра ӗҫлекенсене, йывӑр лару-тӑрури ҫынсене пулӑшу паракансене чӗннӗччӗ.

Вӗсем сахал тупăшлă çынсене, тăлăхсене, пӗччен пурăнакансене, сывлăхӗ хавшанă ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. 
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров социаллӑ ӗҫченсене чун-чӗререн тав турӗ: 

— Кӗнекесенчен, лекцисенчен вӗренме май пулман професси пур. Социаллӑ ӗçченӗн ӗҫӗ те ҫавӑн пек. Социаллӑ ӗçчен вӑл — ытларах ăшă чунлăх, ырă кӑмӑллӑх, хӗрхенӳлӗх туйӑмӗ пек пахалӑхсем пулнă ҫын. Эпир сире ăмсанатпăр, ӗçӗре чунтан тунăшăн сире тав тӑватпӑр, — терӗ район пуҫлӑхӗ.

Ҫак кун сцена ҫинчен социаллӑ ӗçченсен ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов, Тутарстан Республикин Ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ Лилия Ракипова, «Ҫӗпрел районӗнчи тӗп больницӑн» халӑха ӗçлӗ пулăшу кăтартас енӗпе тӗп врач ҫумӗ Виталий Тяхин, районти ветерансен ертӳçи Роза Насибуллина, ветеран, нумай ҫул хушши çак социаллă тытăмра ӗçленӗ Зульфия Юсупова, социаллă тытăмăн ветеранӗсене саламларӗҫ, тав турӗҫ, сывлӑх, чӑтӑмлӑх сунчӗҫ. 

Мероприяти пынӑ май, халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗçтерес ӗçре кăтартуллă ӗçленӗшӗн тата ăнăçусем тунă ӗçченсене Тутарстан Республикин Ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин, район пуҫлӑхӗн, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн Тав ҫырӑвӗсемпе, Хисеп грамотисемпе чысларӗç. Халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗçтерес ӗҫ енӗпе нумай çул тăрăшса ӗҫленӗшӗн «Пăшăрхану» халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслă центрăн килсене кайса ӗçлӗ пулăшу кăтартакан уйрăмăн социаллӑ ӗҫченне Эльмира Вазиховна Валиуллована «ТР социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» текен хисеплӗ ят пачӗç. Ҫак сферӑра нумай ҫул ӗҫленӗ ветерансене те чысларӗҫ.

* * *

Июнӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Раҫҫейре ҫын пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакан професси хуçисене чыслаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере районти Культура çурчӗн сцени ҫинче Медицина ӗҫченӗн кунне халалланӑ савăнăçлă мероприяти пулса иртрӗ. 

Ҫак професси ӗҫченӗсене саламласа, тав туса район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов, районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Иосиф Кукушкин, ҫамрӑксен ӗҫӗсем, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов, «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑн представителӗ, холдингăн тӗп юрисчӗ Ильмас Абдриев тата районти тӗп больницӑн пуçламăш профсоюз организацийӗн ертӳçи Ильфат Замалетдинов тухса калаçрӗç. 

Шурӑ халат тӑхӑннӑ ҫынсем — ырӑ профессисен представителӗсем, çак сферӑра этем пурнӑҫне ҫӑлса хăварассишӗн талӑкӗпех тăрăшакан, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫеҫ вăй хума пултарнине палӑртса иртрӗç тухса калаçакансем.

— Паян хăйне ҫынсен сывлӑхне сыхлас ӗҫе халалланӑ ӗҫченӗн кунӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн эсир ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн кӗрешетӗр, этемлӗхшӗн тӑрӑшатӑр. Тавтапуҫ сире ӗҫӗршӗн, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Ҫак кун сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсенчен чылайӑшӗ грамотăсемпе Тав ҫырӑвӗсем илчӗҫ.
Тухса калаçнисем, саламланисем концерт номерӗсемпе çыхăнса пычӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев