Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пӗрлӗх инкек килсе тухсан палăрать

Пулăшу кирлӗ

Пирӗн пата, редакцие, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Марат Хусаинов килчӗ, пулӑшу ыйтрӗ. 

Кӑҫалхи март уйӑхӗнче Маратӑн ашшӗ-амӑшӗн килӗнче пушар тухать, вӗсене пӗр нимӗнсӗр урамра тăратса хăварать. Ашшӗпе амăшӗ, Мирзатпа Галия  Хусаиновсем, Ульяновск облаҫӗнче пурӑнаҫҫӗ. Час-часах Çӗпрелне ывӑлӗ Марат патне хӑнана килеççӗ. Инкек килсе тухнă кун та Мирзат Хусаинов Çӗпрел ялне килме тухнă пулнă, анчах ҫурма ҫулта каялла пăрăнма тӳрӗ килет.

Паянхи кун Маратăн ашшӗ Ҫӗпрел ялӗнче ывӑлӗн çемйинче, амăшӗ – хӗрӗсем патӗнче пурӑнать. Ватӑсем хӑйсен килӗ пирки питӗ ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӳрте район центрӗнче тупнă, пăхнă, хуҫисемпе калаҫнă. Анчах та паянхи кун пухнӑ укҫа ҫак кил-ҫурта туянма ҫитмест.
Ҫавӑнпа Хусаиновсен ҫемйи Çӗпрел çыннисенчен пулӑшу ыйтаççӗ. Мирзат пичче те, унӑн ывӑлӗ те – тӗн ҫыннисем, мечӗтсене ҫӳреҫҫӗ, мечӗт ӗҫӗсенче пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, субботниксенче хутшӑнаҫҫӗ. 

Хусаиновсен ҫемйине пулӑшас текенсем пулсан, телефон номерӗ: 89084854172. Çак номер Марат Хусаиновăн Сбербанк счечӗпе çыхăннă.

Халӑх пӗрлӗхлӗ пулни йывӑрлӑхсем килсе тухсан палăрать. Пӗрне пӗри пулӑшса пурăнасчӗ, тусӑмăрсем!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев