Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пӗрле пултӑмӑр – пӗрлех юлар!

Пичет кăларăмӗсене йӳнӗрех хакпа çырăнмалли тапхăр пуçланать

Апрелӗн 6-мӗшӗнчен 2026 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур çулӗ валли хаҫат-журналсене йӳнӗрех хакпа çырăнмалли тапхӑр пуҫланать.

Эпир канӑҫсӑр тӗнчере пурӑнатпӑр. Паянхи шухӑш ырана юрӑхлӑ мар, теҫҫӗ аслисем.  Анчах та, ӑс-хакӑл апачӗ, тесе шутланакан хаҫат-журнал кирек мӗнле тапхăрта та пичетленсе пычӗ. Юнашар яланах хаҫатӑмăрăн  та шанчӑклӑ тусӗсем пулчӗç. Тиража умри ҫырӑнтару тапхӑрӗнче те упраса хӑварма май килессе шанатпӑр. Паллах, сирӗн пулӑшăвăрпа, хисеплӗ вулаканăмăрсем!

2026 ҫул – район хаҫачӗшӗн юбилейлӑ ҫул! 1931 ҫулхи майăн 1-мӗшӗнче «Туган як» («Яна юл») хаçатăн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухать. Ҫак кунран пуҫласа, ҫӗр ҫула яхăн, хаҫат район пурнӑҫӗпе пурӑнчӗ, пурӑнать те. Хаçат тутарла тата чӑвашла тухса тăрать, ҫакӑ районта пурӑнакан тӗп халӑхсен представителӗсен тӑван чӗлхисемпе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварассине тивӗҫтерет. 

Редакцийӗн  хальхи коллективӗ те район пурнӑҫӗ, ял тӑрӑхӗсем мӗнле пурӑнни, культура, сывлӑх, вӗренӳ, ял хуҫалӑхӗ ҫинчен, уйрӑм ҫынсем ҫинчен интереслӗ, пӗлтерӗшлӗ статьясем ҫырать. Хаҫатӑн электронлӑ версийӗ пур – мӗнпур хыпара сайтра та, социаллӑ сетьри ытти ушкӑнсенче те вырнаҫтарса пыратпăр. Пӗтӗмлетсе каласан, эпир вӑхӑтпа тан утма ăнтăлатпăр, ҫӗршывăмăр, республика, районăмăр ҫинчен паха пулăмсене тата пӗлтерӗшлӗ хыпарсене сирӗн пата ҫитерме тӑрӑшатпӑр. 

Хисеплӗ хаçат  вулаканăмăрсем! 
II ҫур ҫул валли йӳнӗрех хакпа ҫырӑнмалли тапхăр апрелӗн 16-мӗшӗччен пырӗ. «Тăван ен» хаҫата ҫак тапхӑрта ҫырӑнмалли хак 1077 тенкӗ те 24 пус пулӗ. Йӳнӗрех хакпа çырăнмалли тапхӑрта ҫырӑнса юлма тӑрӑшӑр. 

Пӗрле пултӑмӑр – пӗрлех юлар, тусӑмăрсем!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев