Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологи-йӗсен техникумӗнче

Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче «Пӗлӳ кунӗ» уявӗ чаплӑ линейкӑпа тата Раҫҫей, Тутарстан гимнӗсемпе патшалăх ялавӗсене ҫӗкленипе пуҫланчӗ.

Ялавсене çӗклеме техникумăн вӗренӳ отличникӗсене тата общество пурнӑҫне хастар хутшӑнакансене, 2-мӗш курс студенчӗсене Камильпе Гамиль Хисамутдиновсене пачӗç.

Техникум директорӗ Фаниль Яфизов çутӗç учрежденийӗн коллективне тата студентсене саламларӗ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗн ҫитӗнӗвӗсене палӑртрӗ, малашнехи плансем пирки каласа пачӗ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов техникум студенчӗсене саламланӑ май, техникумра ҫӗршывӑн тата районӑн пулас специалисчӗсене  хатӗрленине, вӗсем ҫине уйрӑмах пысӑк шанăç пулнине палӑртрӗ.

4-мӗш курс студенчӗ Алмаз Камалов пӗрремӗш курс студенчӗсене саламласа, вӗсене вӗренӳре ӑнӑҫу сунчӗ, гитарăпа каласа район ҫинчен пулнă юрӑ парнелерӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, техникумăн аслӑ курсӗнче вӗренекенсем пӗрремӗш курссене «Пӗлӳпе профессионализм» тӗнчине ҫул тытма «Малашлăх самолечӗсене» те парнелерӗҫ.

«Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» кӑҫалхи 2025-2026 вӗренӳ ҫулӗнче тӗрлӗ специальность енӗпе 200 яхӑн студент пӗлӳ илӗ. 

1 курса кăнтăрлахи уйрăмсене «Автотранспорт хатӗрӗсене техникӑпа тивӗҫтересси тата юсасси» (ушкӑнăн кураторӗ Данис Гафуров), «Пилотсӑр авиаци системисене эксплуатацилесси» (ушкӑнăн  кураторӗ Вячеслав Кондрашкин) специальность енӗпе 41 студента тата «Ял хуҫалӑх машинисемпе оборудованийӗсене эксплуатацилесси тата юсасси» специальноҫпа куҫӑмсӑр майпа вӗренмелли  уйрӑма 20 студента йышӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев