Ҫӗпрелӗн паттӑр ывӑлӗсем!
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн залӗнче патшалӑх наградисене пачӗҫ
Наградӑсене ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче пуç хунă ҫичӗ ентешӗн çывăх çыннисене пачӗç. Торжествăлла лару-тӑрура РФ Оборона министерствин «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медалӗпе Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнакан Ильнур Ахметзянов наградăланчӗ.
Мероприятие район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин, ертӳҫӗсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, организацисен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.
«Эпир хамӑр ентешсен — хӑйсен ҫемйине, хӑйсен Тӑван ҫӗршывне юратнă чӑн-чӑн паттӑрсен — ҫутӑ астӑвӑмӗ умӗнче пуҫ таятпӑр. Паттӑр ывӑлсем ӳстернӗ амăшӗсене чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Вӗсен ҫутӑ астӑвӑмӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхе упранӗ», — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Радик Тухфатуллин ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗ патриотизм символӗ, хастарлӑх тӗслӗхӗ пулнине палӑртрӗ. Пуç хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тăчӗç.
Пысӑк парнене тивӗҫнӗ Ильнур Ахметзянов: «Вӑхӑт пире суйларӗ. Арҫыннӑн хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне, ҫемйине хӳтӗлемелле — ку унӑн тивӗҫӗ», — терӗ.
РФ Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, Паттӑрлӑх орденӗсене: Сергей Барышова (вилнӗ хыҫҫӑн — амӑшне Александра Барышована), Николай Игнатьева (унăн мăшăрне Ирина Игнатьевана), Эдуард Одинокова (амăшне Елена Одинокована), Сергей Шишкина (унăн мăшăрне Надежда Шишкинана) пачӗç.
Ҫавӑн пекех, вилнӗ хыҫҫӑн наградӑланнӑ Игорь Леонтьевӑн «Паттӑрлӑхшӑн» медальне пӗртăванне Марина Григорьевана, Виктор Тихоновӑн «Çарти хастарлӑхӗшӗн» медальне — амӑшне Валентина Тихонована, Мансур Насибуллов «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденне ашшӗне Ильдус Насибуллов пачӗç.
«Вӑл пире нимӗн те каламарӗ. Контракт туни пирки каярах кăна пӗлтӗмӗр. Унăн кăмăлӗ ырăччӗ, хӑюллӑ та хастар çынччӗ, яланах пурне те пулӑшма тăрăшрӗ», — тесе калаçрӗ Николай Игнатьевӑн хӗрӗ Лидия.
«Ывăлăмăр пирӗншӗн вӑл паттӑр! Ӗмӗрлӗхе ҫапла пулса юлӗ!», — терӗ Мансур Насибулловăн ашшӗ.
Цифрăсем
Ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче Ҫӗпрел районӗн 300 ытла çынни службӑра тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев