Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫӗпрелӗн ҫамрӑкӗсем — иккӗмӗш

Зеленодольск хулинче «Наше время — Безнен заман» фестивалӗн зонӑри тапхӑрӗ иртрӗ

2013 ҫултанпа Тутарстан Республикинчи ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви тата Тутарстан Республикинчи промышленноҫпа суту-илӳ министерстви йӗркеленӗ «Наше время — Безнен заман» фестиваль ЮНЕСКО ӗҫӗсен енӗпе Раççей Федерацийӗн комиссийӗн хӳттипе тата Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе иртет. 

Конкурса 18-35 ҫулсенчи ӗҫлекен ҫамрӑксем «Музыка направленийӗ», «Ташӑ направленийӗ», «Мухтав минучӗ», «Визитка-презентаци» номинацисенче хутшӑнаҫҫӗ.

Фестивальте Ҫӗпрел районӗн чи пултаруллӑ ӗçлекен ҫамрӑкӗсем те ҫулсерен хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхаҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмӗшле команда зачечӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе пирӗн ӗçлекен ҫамрӑксем иккӗмӗш вырӑна йышӑнчӗҫ. «Музыка направленийӗ» номинацире 1-мӗш вырӑнсене «Ташласа юл» тутар юррипе вокал ансамблӗ, «Лети перышко» юрӑпа Ангелина Бильдякова тата «Мӑнаҫлӑ тутар халӑхӗ» композиципе Салават Юсупов çӗнсе илчӗç, «Такмаксем» чӑваш юррипе вокал ансамблӗ «Пултарулӑх шыравӗшӗн» ятарлӑ парнене тивӗçрӗç.

«Хореографи направ-ленийӗпе» 3-мӗш вырӑн-сене «Парлашып биик эле» тутар ташши тата Мария Григорьева пурнăçланă чăваш ташши тивӗҫлӗ пулчӗç.

«Мухтав минучӗ» номинацире «Русская доблесть» синтез-номершăн «Пултарулӑх шыравӗ» ятарлă парне пачӗç, Гузель Бахитова пурнăçланă «Волонтерсене» сӑвӑ иккӗмӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ.
Ҫӗпрелӗн ӗçлекен ҫамрӑкӗсен командин йышăнче çулсерен фестивалре хутшӑнакансенчен пӗри «Солнышко» ача сачӗн воспитателӗ Лейсан Валиахматова. 

— Ташлама питӗ юрататӑп. Ҫавӑнпа фестивале хутшӑнни маншӑн хавхалану площадки пулса тӑрать. Команда вӑйлӑ, пирӗн ҫамрӑксем пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ, — тесе калаçрӗ вӑл.

Районти культура пайӗн ертӳҫи Зульфат Сагдиев фестивале хутшӑнма пысӑк вӑй кирлине палӑртрӗ.

— Фестивале хутшӑнас тесен репетицисене килмелле, ун валли ӗç вырăнӗнчен ирӗк илмелле, унтан нумай тӑрӑшмалла. Паллах, çакӑ пӗтӗмпех пысӑк яваплӑх ыйтать. Ертӳçӗсене, ҫамрӑксене тав тӑватӑп, ҫулсерен ăнăçу тăваççӗ. Малашне те, пӗрлӗхлӗ пулса, пӗрле ӗҫлер, — тет культура пайӗн ертӳçи.

Справка

2025 ҫулта фестивале икӗ паллӑ датăна — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкне халалланӑ. Фестивалӗн финал пайӗ Хусанта ноябрӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 13-мӗшӗччен иртет. Мероприятийӗн миссийӗ — кадрсен ҫӗнӗ ӑрӑвне йӗркелесси, ӗç тата инженери профессийӗсене популяризацилесси тата республикӑри предприятисемпе организацисенче ӗҫлекен ҫамрӑксен пултарулӑх потенциалне уҫса парасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев